12 марта 2014 г.
РАЙОНТА "Снегоход" операци вĕçленчĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйăхăн юлашки кунĕччен патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕпе ГИБДД тата Патăрьелĕнчи полици пайĕн Шăмăршă уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле снегоходсемпе квадрациклсене, ытти техникăна тĕрĕсленĕ. 22 транспорт единицинчен (вăл шутра 4 снегоход, пĕр квадрацикл) вун тăваттăшĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Шел те, йĕркене пăсакан та пур: виçĕ транспорт хатĕрĕн хуçин техникăпа усă курмалли тапхăрĕ тухнă. Çакнашкал икĕ çынна административлă майпа явап тыттарнă. Операци вăхăтĕнче тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр тата медицина аптечкисĕр механизатора та, йĕркене пăснăшăн, штраф тỹлеттерме йышăннă. Йĕрке пуриншĕн те пĕрре _ тепĕр чух çакăн пирки шухăшласах каймастпăр. Техника тĕрĕслевне ахальтен мар ирттереççĕ: кун пек чухне транспорт хатĕрĕ юсавлипе юсавсăрри лайăх палăрать. Снегоходсемпе çула тухсан та хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла _ унсăрăн инкек патне çитсетухасси те инçех мар. Шел пулин те, кăçал республикăра çакнашкал пĕр тĕслĕх пулчĕ: Шупашкарта пурăнакан çамрăк вун икĕ çулхи ачана пырса тăрăннă. Çавăнпа та руль умне ларсан тимлĕхе çухатас марччĕ. "Снегоход" операци вĕçленчĕ ĕнтĕ. Çитес вăхăтрах районта тракторсене, хăй тĕллĕн çỹрекен çул-йĕр машинисене, ытти техника хатĕрĕсене техосмотр тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли тапхăр пуçланать. Çакăн пирки тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсен ертỹçисене маларах аса илтерес, техосмотр ирттермелли графикпа паллаштарас тетпĕр. Ăна Чăваш Республикинчи Патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕ 2014 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕ: "Шанс" ООО - 24.04.2014. Уйрăм çынсем - 25.04.2014. Анат Чаткас ял тăрăхĕ: "Восход" СХПК -11.04.2014. Уйрăм çынсем - 11.04.2014. Васан ял тăрăхĕ: "Исток" ООО - 16.04.2014. Уйрăм çынсем - 16.04.2014. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ: "Бездна" КФХ - 21.04.2014. Уйрăм çынсем - 22.04.2014. Палтиел ял тăрăхĕ: "Мир" ЗАО _14.04.2014. Уйрăм çынсем - 15.04.2014. Пуянкасси ял тăрăхĕ: "Колос" ЗАО _17.04.2014. Уйрăм çынсем - 18.04.2014. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ: Уйрăм çынсем - 7.04.2014. Чукал ял тăрăхĕ: Уйрăм çынсем - 8.04.2014 Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ: Уйрăм çынсем - 10.04.2014. "Строитель - плюс" ООО: 31.03.2014. "Коммунальник" МУП: 31.03.2014. "Вăрмана пушартан сыхлакан служба" РГУ: 3.04.2014."Строитель" ООО: 31.03.2014. "Чăваш вăрманĕ" ФГБУ: 1.04.2014. "Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ" ФГУП: 3. 04.2014. "Агродор" ООО: 3. 04.2014. "Нива" ЗАО: 22. 04.2014. "Искра" СХПК: 15. 04.2014. "Карлинская" ЗАО: 18. 04.2014. Шăмăршăра çул-йĕр саракан тата юсакан участок: 4.04.2014. "Карла" КФХ: 17. 04.2014. "Шăмăршă вăрман лесничистви" хысна учрежденийĕ: 3. 04.2014.
В.МАТВЕЕВ, Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн начальникĕ.