26 февраля 2014 г.
Палтиелĕнчи З.Головинская (хĕр чухнехи хушамачĕ Свеклова) шкулта вĕреннĕ çулсенче уйрăмах чăваш чĕлхипе литературин предмечĕсене килĕштернĕ. 7-8 классенче вĕреннĕ тапхăрта сăвăсем, заметкăсем çырма пуçланă. Вĕсем республикăри "Пионер сасси" тата районти "Коммунизм çулĕ" хаçатсенче пичетленнĕ. 1976 çулта ялти вăтам шкулта лайăх паллăсемлĕ аттестат илнĕ хастар общественницăна шкул дирекцийĕ чăваш чĕлхипе литература учителĕ тата аслă вожатăй пулма çирĕплетнĕ. Çак ĕçе юратса пурнăçланă Зоя Васильевна. Мал ĕмĕтпе пурăнаканскер, вăл тепĕр çулах Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта З.Головинскаяна районти хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Зоя Васильевна редакцире малтан корреспондент должнăçĕнче ĕçленĕ, каярахпа çырусен пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Хаçатра шкул, социаллă пурнăç, çемье, воспитани, медицина тата ытти ыйтусене çутатнă вăл. Ĕçленĕ хушăрах,1982 çулта, университетран ăнăçлă вĕренсе тухнă. 1991 çулта райцентрти "Ромашка" ача садне ĕçлеме куçнă. Воспитательте ĕçленĕ тапхăрта пĕчĕккисемпе заняти ирттернĕ чухне чăваш чĕлхине те пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшнă вăл. 1995 çултан тытăнса паянхи кунчченех Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕнче вăй хурать. Тỹ рех каламалла: Зоя Васильевна _ чăвашлăха чунтан парăннă педагог. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пыма, уроксене çỹллĕ методика шайĕнче ирттерме тăрăшать вăл. Чăваш ачисем хăйсен ашшĕ-амăшĕн чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлччĕр, хисеплеччĕр тесе çине тăрса ĕçлет аслă категориллĕ учительница. З.Головинская вĕрентекен классенчи ачасем тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, вĕсенче тăтăшах призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Акă 2013 çулта Пĕтĕм Раççейри "Чăваш чĕкеçĕ" вăйă-конкурсра О.Ларшникова çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех пĕлтĕр иртнĕ районти "Туслăх караванĕ" конкурсра М.Яковлевапа О.Ларшникова пĕрремĕш вырăна тухнă. Зоя Васильевна хăй те тĕпчев ĕçĕсем çырать, районти наука конференцийĕсене, симпозиумсене, дискуссине тăтăшах хутшăнать. Кунсăр пуçне Чăваш чĕлхин кунне халалланă районти фестивальсенче илемлĕ вулакансем хушшинче темиçе хутчен те çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. "Çулталăкри учитель _ 2010" конкурсра З.Головинская малти вырăн йышăннине те палăртма кăмăллă. Опытлă учительница çавăн пекех педагогсен августри конференцийĕнче чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçать, районти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсемпе уçă уроксем ирттерет. Пархатарлă ĕçшĕн Зоя Васильевнăна "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă, Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Февралĕн 20-мĕшĕнче З.Головинская 55 çул тултарчĕ. Сумлă кĕрекере ăна чаплă юбилей ячĕпе юратнă мăшăрĕ, Николай Петрович, виçĕ ывăлĕпе кинĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Ăшă сăмахсем Зоя Васильевнăна питĕ савăнтарчĕç тата хавхалантарчĕç. М.ИВАНОВ.