Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕн шăранчĕç юрăсем

12 марта 2014 г.

ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕн смотр-отчет программине районти культура аталанăвĕн центрĕн солисчĕ И.Медведев "Тăван Шăмăршьен" юрăпа (сăмахĕсем И.Саландаевăн, кĕвви И.Медведевăн) уçрĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн кадетсен хорĕ "Славься", "Кадетская песня" юрăсене юрласа пачĕ (аккомпаниаторĕ К.Анисимов). Е.Воронцова, Л.Ермолаева, Ю.Михайлова, К.Егорова, В.Вернер солист-вокалистсем лирикăллă тата эстрада юррисене яланхи пекех илемлĕн шăрантарчĕç. Пĕчĕк солистсем те - Илья Ревуновпа Вика Попова ("Ромашка" ача сачĕ), Анастасия Ларшникова ("Сказка" ача сачĕ) - хăйсен çапĕç юррисемпе куракансен чун-чĕ-рине ăшă туйăмсем кỹчĕç. "Сказка" ача сачĕн тата ял тăрăхĕн хĕрарăмсен ансамблĕсене те лайăхпа кăна палăртмалла. Ал ĕç ăсталăхĕн куравне те йĕркеленĕ районти культура аталанăвĕн центрĕн фойинче. Куракансем уйрăмах Л.Сандрейкина çипрен çыхнă-тĕрленĕ тĕрлĕ япаласемпе кăмăллăн паллашрĕç.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика