Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальпе чысланă

26 февраля 2014 г.

 Çак кунсенче Чăваш Республикин суд департаменчĕн Управленийĕн ертỹçи В.Петров тата Патăрьел район сучĕн председателĕ В.Елдратов Патăрьел район сучĕн Шăмăршăри подразделенийĕнче пулчĕç. Ахальтен килмен вĕсем. Шăмăршăсен _ савăнăçлă хыпар: суд системине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕ çумĕнчи суд департаменчĕн Генеральный директорĕн приказĕпе Елена Ивановна Иванована _ Патăрьел район сучĕн секретарьне _ "Раççей Федерацийĕн суд системи умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" иккĕмĕш степень медальпе наградăланă. Вăтăр çул ытла çак ĕçре Е.Иванова, хăйĕн тивĕçне яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Елена Ивановнашăн район хаçатĕнче вăй хуракансем те савăнаççĕ: мĕншĕн тесен вăл темиçе çул Шăмăршă типографийĕнче линотипистка пулса ĕçленĕ. Ю.ПОЛЯКОВ, Патăрьел район сучĕн судйьи

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика