Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĕçлĕ лару-тăрура

26 февраля 2014 г.

 ПАЛТИЕЛ ял тăрăхĕн аталанăвĕ, ыттисенни пекех, ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă. Çакă экономикăпа социаллă аталану çине те пысăк витĕм кỹрет. Ял тăрăхĕнче икĕ пысăк хуçалăх вырнаçнă: "Мир" акционерлă хупă пĕрлешỹ тата "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем _ 10, килти хушма хуçалăхсем _ 795. Çак кунсенче ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленноç комлексĕпе экологи Комитечĕн председателĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков, район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев пулнă, С.Емдиханов хуçалăхне çитсе курнă. Пухăва хутшăннисене Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталану итогĕсемпе паллаштарнă. Палтиелсемпе патирексем умĕнче çавăн пекех Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков, район пуçлăхĕ М.Хамдеев тухса калаçнă, О.Мешков Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула кире пуканĕсен комплектне парнеленĕ. Пухăва килнисем çивĕч ыйтусем сахал мар çĕкленĕ, вĕсенчен пĕри те хуравсăр юлман. Пуху чăннипех ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ.

Б.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика