26 февраля 2014 г.
ЧУКАЛ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов, çулталăкри ĕçсем çинчен каланă май, ял пурнăçĕшĕн кашни çын яваплă пулнине те палăртрĕ. Акă тирпей-илемех илер. Хамăр пурăнакан вырăна хамăрах вараламастпăр-и? Субботниксем ирттерсен те çынсем сахаллăн хутшăнаççĕ, çамрăксен активлăхĕ те пысăк мар. Çулсене юсас, вут-кăвара хирĕç кĕрешес, çĕрпе тухăçлă усă курас ыйтусене те çĕклерĕç пухура. Фермер юхăмне аталантарса халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту та _ чи çивĕччисен шутĕнче. Паллах, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлас тĕлĕшпе те пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле. Пухура ял пурнăçне хастар хутшăнакан хисеплĕ çынсене _ Улмаллăри А.А.Бондаревана, Вырăс Чукалĕнчен Н.Ф.Ильичевапа Л.Д.Рубцована _ Шăмăршă район администрацийĕн Тав Çырăвĕпе, Т.Н.Андреевана, А.П.Бибукова, Г.А.Моисеевана, Г.С.Симурзинана, П.А.Угарина тата С.И.Ильичева Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕн Грамотипе чысларĕç. Ял пухăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ.
В.СИМУРЗИН