Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне, сурăхсем, сысна…

26 февраля 2014 г.

 ФЕВРАЛЬ уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, çанталăк хĕлтен уйрăласшăнах мар-ха: сивви те, çил-тăманĕ те пулкаласах тăрать. Ял çыннишĕн вара шартлама сивĕ те, вĕресе тăракан тăман та хăрушă мар: кунĕ-кунĕпе вăл килти хуçалăхĕнче тăрмашать, выльăх-чĕрлĕхĕ сывă ỹснишĕн савăнать, ачи-пăчине те ĕç çумне çыпçăнма вĕрентет. Ярăслав ялĕ вăрман хĕрринче вырнаçнăран та пулĕ, кунта выльăх-чĕрлĕх усракансем йышлă. Акă Александр Васильевичпа Вера Ивановна Морозовсенех илер-ха. Вĕсен килти хуçалăхĕнче пĕр ĕне (часах пăруламалла), пĕр пушмак пăру (пĕтĕ), пĕлтĕрхи амăш айĕнчи пĕр пăру, путекĕсемпе пĕрле вунă сурăх, çак кунсенче çăвăрламалли сысна ами пур. Çуркунне чĕпĕ туянса 25-30 хур çитĕнтереççĕ. Чăх-чĕп шутне вара хăйсем те тĕп-тĕрĕс калаймаççĕ. Кун каçа шавласа-кĕрлесе çеç тăрать Морозовсен картишĕ, пĕчĕк ферма теме те пулать. _ Ытти çулсенче 3-4 пуç сысна ами те çăвăрлаттараканччĕ, _ тет Александр Васильевич. _ Кăçал та унчченхи шая çитес ĕмĕт пур-ха. Морозовсен ĕçчен çемйи _ ялта чи хисеплисенчен пĕри. Икĕ хĕрĕ аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, кĕçĕн ывăлĕ планпа экономика колледжĕнче вĕренет. Выльăх-чĕрлĕх усрани тупăш кỹретех çав. Морозовсем илемлĕ те хăтлă çурт (хулари пек пур условисем те çителĕклĕ), çирĕп хуралтă çавăрнă. Александр Васильевичпа Вера Ивановна килĕштерсе, ял çыннисене хисеплесе пурăнаççĕ.

Е.ПЕТРОВА, ĕç ветеранĕ. Ярăслав ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика