26 февраля 2014 г.
ТĂВАН çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кунне Пуянкассинче те анлăн паллă турĕç. Тĕрлĕ мероприятисене йĕркеленипе пĕрлех, кунта хĕллехи мини-футбол турнирĕ те иртрĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илессишĕн Пуянкассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсен, Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă тата ял командисем тупăшрĕç. Ăмăртура яланах çапла: пĕрремĕш вырăн _ пĕрре çеç. Хальхинче ăнăçу Шăмăршăсен енче пулчĕ. Карапай Шăмăршă команди _ иккĕмĕш. Шупашкарта пурăнакан ентешсен вара виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Турнира хутшăнакансемпе ăмăртăва курма килнисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем С.Владимиров, Г.Вакку, О.Кондратьева хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ уява йĕркелесе ирттерме спонсор пулса пулăшнăшăн хамăр ентеше С.Андронова тав тăвать. Çавăн пекех, ял библиотекинче "Мухтав мир салтакне" литературăпа музыка композицийĕ те ăнăçлă иртрĕ, "Çĕр-шывăн шанчăклă тĕрекĕ" курав та кашнинех килĕшрĕ.
А.КУЗЬМИН.