15 марта 2014 г.
ÇАК кунсенче Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕнче шкул ачисем хушшинче шахматла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсем вĕренекенсен 26 Спартакиадин зачетне кĕреççĕ. Çивĕч тупăшура Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди ( Андрей Константинов, Андрей Елкин, Александр Краснов, Александра Борисова) çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Пуянкассинчи тĕп шкулпа (Данил Макаров, Валерий Пушкин, Алексей Борисов, Мария Кузьмина) Шăмăршăри вăтам шкулăн иккĕмĕш ( Максим Пустынин, Александр Тускаев, Александр Парфенов, Валерий Иванов) командисем. Çĕнтерỹçĕ команда Канаш хулинче иртекен зонăри ăмăртăва хутшăнĕ. Шел те, Спартакиада шучĕ- пе иртекен ăмăртăва Васан, Патирек тата Кивĕ Чукал шкулĕсем команда тăратайман. Çак шкулсенче шахматла выляма пĕлекенсем те çук-ши вара?
С.ГАЛКИН, "Туслăх" ДЮСШ директорĕ.