Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă пăхаттирĕсем каллех малта

15 марта 2014 г.

Нумаях пулмасть Улатăрта Атăл тăрăхĕнчи хуласем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе хулан хисеплĕ гражданинĕ В.Притуленко ячĕллĕ приза тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Кислов призне çĕнсе илессишĕн ветерансемпе çамрăксен турнирĕ пулнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва Шăмăршă спортсменĕсем те хастар хутшăннă. Ветерансем хушшинче Владимир Шуряков абсолютнăй чемпион пулса тăнă, ылтăн медальпе В.Притуленко ячĕллĕ приза çĕнсе илнĕ. Тепĕр спорт ветеранĕ - Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ Константин Кусаинов та (вăлах - çамрăк спортсменсен тренерĕ) йывăр виçеллĕ спортсменсем хушшинче ылтăн медале тивĕçнĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Владимир Карзанов кĕмĕл медаль, Владислав Антонов, Никита Архипов тата Иван Афанасьев бронза медаль çĕнсе илни те - пирĕн командăшăн пысăк çитĕнỹ. В.Вячеславов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика