15 марта 2014 г.
РАÇÇЕЙРЕ мартăн 11-мĕшĕнчен пуçласа хăватлă эрех хакĕ ỹснĕ. "Интерфакс" пĕлтернĕ тăрăх, суту-илỹре халĕ çур литр эрех хакĕ 199 тенкĕ тăрать, унччен 170 тенкĕ пулнă. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен çур литр эрех сахалтан та 220 тенкĕ тăрĕ. Çавăн пекех коньякпа бренди хакĕ те палăрмаллах хăпарнă. Паян çур литр коньяка магазинра 322 тенкĕрен йỹ- нереххине тупаймастăн. Ĕнер çеç вăл 280 тенкĕ тăратчĕ. Алкоголь продукцийĕ туса кăларакансен комитечĕн председателĕ Александр Романов каланă тăрăх, эрех хакне ỹстермелли политикăна Финанс министерстви тытса пырать. Çакă вара халăх хушшинче суррогат ĕçесси анлăн сарăласси патне илсе çитерĕ. "Паян вырăс мушикĕ мĕн туянма укçа çитерет, çавна илсе ĕçме пуçлать. Ялта сăмакун юхтарасси çĕнĕрен вăй илĕ. Хула вара фанфурик çине "куçĕ". Сăмакун юхтарма хулара та вĕренсе пырĕç", - асăрхаттарать Александр Романов. Унпа Раççейри урă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекенсен Союзĕн председателĕ Александр Карпачев пачах та килĕ-шесшĕн мар. Ун шухăшĕпе, хуть те мĕнле чару та _ лайăх. "Анчах эрех хакне 20-30 тенкĕ çеç ỹстерни вăл питĕ сахал, - тет Александр Карпачев. - Çынсем эрехе йỹнĕ пулнипе ытларах туянаççĕ. Эрех туса кăларакансене пысăкрах налук тỹ- леттермелле, çав укçана алкоголизмпа чирленисене сыватма ямалла". Çĕр-шывра кашни çын (кунта тин çуралнисем те кĕреççĕ) çулталăкра вăтамран 14 литр алкоголь ĕçсе ярать. Тĕнчипе илсен вара - 7 литр. Çак цифрăран иртни демографи катастрофи патне илсе çитерме пултарать. Карпачев çакăн пек çивĕч лару-тăрăва катастрофа хыпарçи тесе шутлать. Ун шухăшĕпе, эрех туса кăларакансем халăх суррогат ĕçме пуçлать тесе юриех сас-хура сараççĕ. Вĕсем эрех сутса çав тери пысăк услам илеççĕ. Тĕнче статистики çирĕплетнĕ тăрăх, алкоголь продукцийĕсене ĕçсе тĕнчере çулленех 2 миллион çын вăхăтсăр вилет. Раççейре суя эрехпе (суррогатпа) наркăмăшланса кăна çулталăкра 23 пин çын ытла пурнăçран уйрăлса каять. Эрех-сăра ĕçнипе çыхăннă чирсене пула та çуллен 23 пин ытла çын вилет. Çын уйăхне çур литр ытларах çутă эрех ĕçнине тухтăрсем "чарăнмалла, пĕтетĕн!" тесе хаклаççĕ. Хăш-пĕр çынсем кунсерен çур литр ĕçнине вара мĕнле виçепе хакламалла? Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин халăха алкоголизацирен хăтармалли виçĕ çул-йĕр палăртать. Пĕрремĕшĕ - эрех нумай ĕçессине чакармалла. Иккĕмĕшĕ - хăватлă эрех вырăнне сăра е сахал алкоголлĕ шĕвексем ĕçесси туса кăлармалла. Виççĕмĕш çул, ку вара пуринчен те пĕлтерĕшли - алкоголизма хирĕçле профилактика ĕçне патшалăх шайĕнче анлăн сарса ямалла, уйрăмах вара çамрăксем хушшинче сыв пурнăç йĕркине пропагандăламалла. Михаил Горбачев çĕр-шыва "типĕ саккун" çине куçарма хăтланса пăхрĕ, анчах халăха ĕçме чараймарĕ. Халĕ Александр Карпачев та ун çулĕпе каяс шухăшлă. Чăнах та, вăл виноград пахчисене тĕпренех кăклама сĕнмест-ха, анчах эрех хакне темиçе хут ỹстерме сĕнỹ хыççăн сĕнỹ парать. Пулăшĕ-и çак сĕнỹ халăха алкоголизм хăрушлăхĕнчен хăтарма? Ман шутпа, эрех-сăрана хирĕçле воспитани ĕçне ача сачĕнче, шкулта, аслă тата вăтам вĕренỹ заведенийĕсенче, çемьере пĕр тĕллевлĕ туса пымасăр, саккун çирĕплĕхĕпе усă курмасăр çак сехмете тĕп тăваймăпăр. Эрех-сăраллă уявсем вырăнне спортпа сывлăх уявĕ-сене çеç ирттерме пуçламалла. Вара тин, майĕпен-майĕпен пулин те, халăх ĕçкĕрен писсе пырĕччĕ.
Ив.АНАТКАС.