Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Парксен маршĕ - 2014" пуçланчĕ

15 марта 2014 г.

МАРТĂН 1-мĕшĕнчен вара "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче "Парксен маршĕ - 2014" акци старт илчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çынсене çут çанталăка юратма хăнăхтарасси тата илеме сыхласа хăварасси. "Парксен маршĕ" кăçал "Пурнăçшăн шыв - чĕрĕ шывра" девизпа иртет. Ку ахальтен мар: хальхи вăхăтра нумай çĕр-шывра ĕçмелли таса шыв çитеймест. Çакă экологи ыйтăвĕсене те кăларса тăратать. Çавăнпах Пĕрлештернĕ Нацисен Генеральнăй Асамблейи 2005-2015 çулсене "Шыв - пурнăçшăн" вунă çуллăх ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Шыв - пурнăç çăл-куçĕ: унсăр никам та пурăнаймасть. Çынсен сывлăхĕ те унăн пахалăхĕнчен питĕ нумай килет. Çакă шыв ресурсĕсене, наци паркĕсене, заповедниксене те пырса тивет: гидроэкологи режимĕсене çирĕп пăхăнмалла, юхан шывсемпе кỹлĕсене вараламалла мар. Çакна пăхăнсан ỹсен тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчишĕн те сиен пулмĕччĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ Парксен маршне 1995 çултанпа хутшăнать, унăн пĕлтерĕшĕпе витĕмĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кăçал та акци вăхăтĕнче сахал мар мероприяти йĕркелесе ирттерме палăртнă. Сăмахран, "Сыхлакан шывсем тата вĕсенче пурăнакансем", "Сыхлакан тăрăхсем - халăх пуянлăхĕ" темăсемпе ача-пăча конкурсĕсем иртмелле. Çавăн пекех "Малтанхи чечексене упрар", "Симĕс чỹречесем" акцисене те çут çанталăк тусĕсем йышлăн хутшăнасса шанас килет. "Парксен маршĕ - 2014" пуçланчĕ те ĕнтĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ-нче халĕ ачасен ỹкерчĕкĕсен "Тинех çитрĕ çуркунне" куравĕпе паллашма пулать. Çамрăк ỹнерçĕсем хĕл хыççăнхи тапхăра кашниех хăйне майлă сăнласа пама тăрăшнă.

С.ПАВЛОВ, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика