Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай юрлар-и чăвашла, ташша ярар тутарла!

26 февраля 2014 г.

 Районта ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен Культура çулталăкне халалланă фестивалĕ малалла пырать. Сцена çине чăн малтан Палтиел ял тăрăхĕнчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем тухрĕç. Чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕсен ташши-юрри чун-чĕрене хумхантарчĕ. Хор "Шурă Шупашкарăм" юрра пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕ. "Акăшпи" фольклор ушкăнĕн пултарулăхне те куракансем пысăка хурса хакларĕç. Долговсемпе Макаровсен çемье ансамблĕсем, Л.Альда, Г.Садетдинова, С.Невметова юрăçсем, хĕрарăмсен "Çăлкуç" ансамблĕ, ачасен "Ивушка" ташă ансамблĕ тата ыттисем куракансен чĕрисене тыткăна илчĕç. Фойере ялти ал ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕччĕ. Куракансем Д.Шафигуллинан, Б.Севрюгинăн, В.Селиванован япалисене лайăх хак пачĕç.

Л.АЛЬДА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика