Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фонограмма, фонограмма…

26 февраля 2014 г.

 Чăн-чăнни ăçта вара? Тахçантанпах курман пĕлĕшĕме тĕл пултăм. Ас тăватăп-ха: ял хуçалăх управленийĕнче, каярахпа почтăра ĕçленĕ чух вăл Шăмăршăри арçынсен халăх хорĕнче юрлатчĕ. _ Саланчĕ çав пирĕн хор, _ ассăн сывларĕ пĕлĕшĕм. _ Юрлакансем айăплă мар кунта, эпир паян тесен паян çĕнĕрен пуçтарăнма хатĕр. Арçынсен хорĕн хурлăхлă шăпи пирки пăшăрханса калаçнине эпĕ ытти çынсенчен те илтнĕ. Мĕншĕн саланчĕ-ха вăл? Е никама та кирлĕ мар-и? Районти культура аталанăвĕшĕн тỹрремĕнех яваплă çынсем ман ыйту çине мĕнле хурав парĕç-ши? Тепĕр ыйту _ вăл та чи çивĕччисен шутĕнче _ баянист çукки. Ыйтса пĕлĕр-ха ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен: отчет-смотра хатĕрленнĕ чух баянист шыраса ăçта кăна çитмеççĕ-ши, кам умĕнче кăна пуç çапмаççĕ-ши? Енчен те районти культура аталанăвĕн центрĕн штатĕнче пĕр баянист пулнă пулсан, ăна тивĕçлĕ шалу тỹлесен çак нушаран хăтăлма пулĕччĕ, теççĕ вĕсем. _ Паян баян та, купăс та кирлĕ мар, юрăçсем фонограммăпах хитре шăрантараççĕ, çамрăксем ташша яраççĕ, _ хирĕçлеççĕ теприсем. Апла пулсан, тен, юрăçсем те кирлĕ мар? Паллă артистсем юрланине çырса илер те, кĕрлеттерер çеç уявсенче! Тăкакĕ те сахал, культура мероприятийĕ чаплă иртрĕ теме те пулать. Анчах чăн-чăн культурах-ши ку? Миçе çул хушши ĕнтĕ Шăмăршăра халăх инструменчĕсен оркестрне йĕркелемелли çинчен калаçатпăр, оркестр паян кун та çук. Кашăкçăсен ансамбльне туса хума май çук-и вара? Пирĕн музыка шкулĕ те (халĕ ăна ача-пăча искусство шкулĕ теççĕ) вун-вун ачана ăсталăх çулĕ çине кăларма пултарать. Анчах ăçта вĕсем, пултаруллисем? Баян калама çын тупаймастпăр пулсан, уявсенче фонограмма шăв-шавĕпе çеç ташша çапатпăр пулсан, хамăрăн ĕçпе мухтанма пултараятпăр-ши? "Районти "халăх" ята тивĕçнĕ ултă коллективран тăваттăшĕ, специалистсем çуккипе, хисеплĕ ята хỹтĕлеймерĕ", _ çак сăмахсене эпĕ культура ĕçченĕсен тĕп пухăвĕнче туса панă отчетлă докладран илтĕм. Хурлăхлă чан çапмалла çак сăмахсем хыççăн, юлташсем! Эпир вара... фонограмма янăраттаратпăр. Культура çулталăкĕ вĕт...

ИВ.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика