19 марта 2014 г.
РАЙОН администрацийĕнче тунти кун иртнĕ канашлура (ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Никифоров ертсе пычĕ) çурхи шыв-шуртан асăрханас, çул çинчи сĕлтĕш юра хырса тасатас, çулсемпе кĕперсене юсавлă тытас, çанталăк ăшăтнă май тавралăха тирпейлеме пуçлас ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Çавăн пекех канашлура çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн вăхăтра тỹлемеллине те палăртрĕç. Шел те, уйрăм çынсем "кăвак çулăмшăн" тỹлеме манаççĕ, çакă район парăмĕ ỹсесси патне илсе пырать. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Игнатьева ЕГЭ (патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ) ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, кăçал район администрацийĕпе ял поселенийĕсен, шкулсен сайчĕсенче ятарлă "Тĕрĕс ЕГЭ-шĕн" баннер йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Канашлура район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.