26 февраля 2014 г.
Культура çулталăкне халалласа район администрацийĕн социаллă аталану пайĕ ял тăрăхĕсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти фестивальне ирттерет. Çак фестиваль шайĕнче пĕрлех ал ăсталăх япалисен республикăри конкурсĕн район тапхăрĕнчи куравне те йĕркелеççĕ. Фестиваль ирттерме жюри туса хунă, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану пайĕн начальникĕ В.Петьков председатель пулса ертсе пырать. Фестиваль тĕллевĕ _ районти илемлĕ пултарулăха малалла аталантарасси, çитĕнекен ăрăвăн творчество активлăхне ỹстересси, патриотла туйăмне вăйлатасси, халăхăн мĕн пур ỹсĕмри çыннисене, çав шутра ачасене фестивале явăçтарасси, тĕрлĕ наци халăхĕсен культурине, йăли-йĕркине, юрри-ташшине сцена çинче кăтартасси, ялти ал ăсталăх искусствипе паллаштарасси. Программăра хор, вокалпа (хĕрарăмсен, арçынсен, хутăш) çемье, инструментсен ансамблĕ-сем, ташăсем (халăхăн, çамрăксен), илемлĕ сăмах, пĕччен, дуэтпа, триопа юрласси, фольклор пулмалла, ал ăсталăх япалисен куравне кăтартмалла. Фестиваль çĕнтерỹçисене Дипломсемпе, хаклă призсемпе чыслаççĕ. Концертсемпе куравсем вырăнти культура учрежденийĕсенче иртеççĕ. Палтиелĕнче концерт иртрĕ те ĕнтĕ. Февралĕн 26-мĕшĕнче _ Чукалти, 28-мĕшĕнче Кивĕ Чукалти, мартăн 5-мĕшĕнче _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи, 6-мĕшĕнче _ Шăмăршăри, 12-мĕшĕнче _ Карапай Шăмăршăри, 14-мĕшĕнче _ Васанти, 19-мĕшĕнче _ Анат Чаткасри, 21-мĕшĕнче Пуянкассинчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен программипе паллаштараççĕ. Пĕрлех çав кун вырăнти алă ăстисен япалисен выставкине йĕркелеççĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче, Раççейри Культура ĕçченĕ-сен кунĕнче, районти чи пултаруллă коллективсемпе ансамбльсем, солистсем хăйсен пултарулăхне Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ-нче иртекен гала-концертра кăтартаççĕ.
А.ПЕТРОВА, районти организаципе методика центрĕн ертỹçи.