Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сезон хупăнчĕ

19 марта 2014 г.

 ИРТНĔ шăмат кун Шăмăршă ялĕ çумĕнчи хыр вăрманĕнче хĕллехи спорт сезонĕ хупăннине халалласа йĕлтĕрçĕсен эстафети пулса иртрĕ. Хальхинче те ăмăртăва спортсменсем йышлăн килсе çитнĕ. - Хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленни районта физкультурăпа спорт юхăмĕ чарăнса ларнине пĕлтермест, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков. - Çуллахи тапхăр пуçланиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Умра - çĕнĕ, тĕрлĕ йышши ăмăртусем. Пурне те çĕнтерỹ сунатăп. Эстафетăна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен çамрăк йĕлтĕр-çисем пуçларĕç. Çамрăксем - çамрăксемех çав: вĕсен йĕлтĕрĕсем хыççăн хĕлхем сирпĕнсе пыманни кăна! Кашниех çĕнтерỹшĕн ăнтăлать. Лидерсем вара кашни тапхăртах улшăнса пыраççĕ. Çавах та чаткассем çĕнтерĕве "туртса" илчĕç-илчĕçех. Пуянкассисемпе васансем хальхинче иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Вăтам шкулсенче вĕренекенсен чупăвĕ те çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Ку ушкăнра чи вăйлисем - карапайшăмăршăсен, шăмăршăсен пĕрремĕш, карапайшăмăршăсен иккĕмĕш командисем. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенчен малтанхи виçĕ вырăна районти тĕп больница, халăха социаллă пулăшу паракан центрпа пай, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн йĕлтĕрçисем пайларĕç. Ăста спортсменсем ял тăрăхĕ-сенче те сахал мар. Хĕллехи спорт сезонне, сăмахран, карапайшăмăршăсем, шăмăршăсем, васансем çĕнтерỹпе вĕçлерĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи учительсем те, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен пайĕн ĕçченĕ-сем тата экономика, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче вăй хуракансем те хăйсем спортпа туслине лайăх ĕнентерчĕç, кăтартса пачĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем Грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Хĕллехи сезонри ăмăртусене хутшăнса пысăк кăтартусем тунăшăн Карапай Шăмăршă вăтам шкулне ятарлă Кубокпа чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика