19 марта 2014 г.
ПАЛТИЕЛ çывăхĕнчи вăрманта, Хырла шывĕ çинче водохранилище тума пуçланăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Кĕçех пин-пин çын тỹсеймесĕр кĕтни пурнăçланĕ: 2014 çулхи çулла 416 гектар йышăнакан, 5 километр тăрăшшĕ гидроузел тулли хăватпа ĕçлеме пуçлĕ. Кунта 15,9 миллион кубометр шыв упранать, фильтрсем темиçе хутчен тасатнă хыççăн вăл пăрăхсем тăрăх район çыннисем патне çитĕ. Хамăр районта пурăнакансем çеç мар, кỹршĕллĕ Патăрьел районĕпе Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнче пурăнакансем те Палтиел "тинĕсĕн" тăрна куçĕ пек тăрă шывне ĕçсе савăнĕç. Çак кунсенче Чăваш Республикинчи çут çанталăк министерствин "Гидроресурс" КУ балансĕ çинче тăракан гидротехника сооруженине ведомствăсем хушшинчи комисси çитсе курчĕ. Комисси членĕсем водохранилище çурхи шыв-шура йышăнма тата юхтарса кăларма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. "Гидроресурс" КУ директорĕ К.Салихов каланă тăрăх, гидротехника сооруженийĕ яваплă тапхăра пур енчен те хатĕр. Мероприятисен планĕпе килĕшỹл- лĕн, кашни узелах тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă. Гидроузелта талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Республика комиссийĕ гидротехника сооруженийĕн хатĕ-рлĕх шайне лайăх хак пачĕ.
П.СЕМЕНОВ.