Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăртлăх йĕркине пăхăнмасан…

26 февраля 2014 г.

 Çанталăк условийĕсене шута илсе çул çинче хăвăртлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли пирки кашни водитель пĕлет. Шел, хăш-пĕри кун пирки манать. Çакна пула вара инкек курать. Акă январьте Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă хушшинче Елчĕк çынни тытса пыракан çăмăл автомашина çул айккинелле вирхĕннĕ. Аварире пассажирка аманнă (пĕлтĕрхи январьти пĕр аварире пĕр çын суранланнăччĕ). Автомашина, ют патшалăхра туса кăларнăскер, лапчăнса юрăхсăра тухнă. Хыçалта ятарлă кресло-устройство çинче ларса пынă икĕ пĕчĕк ача сиенленмен. Çакнашкал креслон усси пысăк пулнине ку тĕслĕх-ренех куратпăр. Халĕ çул-йĕр пăрлак тăрать. Çавна май водительсене хăвăртлăх, дистанци йĕркисене çирĕп пурнăçлама сĕнетпĕр. Паллах, тепĕр транспортран иртсе кайнă чухне те тимлĕ пулмалла, çул çине яланах урă пуçпа кăна тухмалла. Кун пек чухне аварисем те пулмĕччĕç.

Н.РУБЦОВ, ГИБДД службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика