Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăратнăшăн - айăплав

26 февраля 2014 г.

Кăçал январьте районта 10 преступлени пулнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 24). Январьти преступленисенчен 6-шĕ - çын çине алă çĕкленипе (пĕлтĕр январьте - 2 факт), 2-шĕ - экономикăри (9), 6-шĕ - çурт-хваттерти (7) тỹнтерлĕ ĕçсемпе çыхăннă. Хăш-пĕр преступленисене илсен, кунта Карапай Шăмăршă арçынни хăйĕн арăмне вĕлерессипе хăратнине асăнмалла. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 119 статйипе килĕшỹллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă. Преступленисенчен 4-шне ỹсĕр çынсем, 5-шне - малтан судпа айăпланисем, 6-шне ниçта та ĕçлеменнисем тунă. Административлă право йĕркине тĕрлĕ майпа пăснăшăн иртнĕ уйăхра пурĕ 72 протокол çырнă. Çак шутран ытларах пайне обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çапкаланса çỹрекенсем (34) тата хулиганла пĕчĕк ĕç тăвакансем (8) йышăннă. Январьте преступленисене 100 проценчĕпех тăрă шыв çине кăларнă.

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика