19 марта 2014 г.
СĂН ỹкерчĕк çинчи çынна сакăр вунна çитнĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Фото аппарат та пурччĕ те, ỹке- рĕнме килĕшмерĕ Керимулла абый _ ватлăха кăтартас килмест терĕ çеç. Мĕн тăвăн: çын ватлăхра та чунĕпе çамрăк, яланах çакнашкал юласшăн. Ялти шкула пилĕк çул çеç çỹреме тивнĕ К.Хамидуллова _ ун чух вăхăчĕ те çапларах пулнă çав. Çавăнпах ĕнтĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ çăкăр хакне ачаранах лайăх пĕлет: уншăн хура çăкăрăн пĕчĕк чĕлли те кулачă вырăнĕнчех пулнă. 1948 çулта çамрăка "НАТИ" тракторпа ĕçлекен М.Насретдинов хăйпе пĕрле плугарьте ĕçлеме чĕннĕ. Çăмăл пулнă тетĕр-и? Тракторист кабинăра пулсан, плугарь _ плуг çинче, тусан айĕнче... Тепĕр çултан Керимулла Айметуллович Шăмăршăри МТСри трактористсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Кивĕ Шăмăршăри Кудряшовсемпе, Çĕнĕ Шăмăршăри Ефимовсемпе пĕрле пĕлỹ илнĕ вăл. Çакăн хыççăн çамрăк тракторист Карапай Шăмăршăра районти паллă механизаторсемпе Е.Денисовапа, Ф.Юмановпа юнашар ĕçлеме пуçăннă. 1960 çулта тăван "Мир" колхоза таврăннă Керимулла абый. Ĕмĕрĕпех гусеницăллă тракторпа ĕçленĕскер, вăл ултă хутчен "Çур аки чемпионĕ" ята тивĕçнĕ. Çакăншăн ăна сăпкаллă мотоцикл парса хавхалантарнă. Çакнашкаллисем районта та темиçе çеç. Тырçи пуçлансан К.Хамидуллов "уй-хир карапĕн" штурвалĕ умне ларнă, темиçешер пин центнер тырă пухса çапнă. Паллах, "Вырма чемпионĕ" ята ăна ахальтен мар тăватă хутчен панă. Хăй вăхăтĕнче "Сталинец", малтанхи "СК" комбайнсемпе ĕçлеме тивнĕ унăн. Тивĕçлĕ канăва тухсан та механизатор ĕçĕнчен тата 12 çул уйрăлман Керимулла Айметуллович, вуншар та вуншар çамрăка ăсталăха хăнăхтарса хăварнă. Тĕрлĕрен наградăсем сахал мар районти ятлă механизаторăн, ĕç ветеранĕн. Темиçе хутчен те "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна тивĕçнĕ. Çавах та уншăн чи хакли _ Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин (ВДНХ) ылтăн медалĕ. Эппин, тар тăкни сая кайман.
В.НИКОЛАЕВ. Палтиел ялĕ.