26 февраля 2014 г.
Çак эрнере Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче республикăри паллă çыравçăсем пулчĕç. Вĕсем çак ялти сăвăçа Людмила Семенована поэзири пысăк çитĕнỹсемшĕн чыслама килнĕ. Хăнасене вырăнти фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕ. Сăвăç ячĕ вулакансемшĕн çĕнĕ мар. Унăн сăввисем час-часах район хаçачĕн страницисенче пичетленеççĕ. Нумаях пулмасть иккĕмĕш уйрăм кĕнеке те тухрĕ авторăн - "Чун-чĕре кĕввисем". Людмила Алексеевнăн çутă тĕссемпе калăпланă оптимизмла хайлавĕсене районта çеç мар, Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕнче те пысăк хак панă. Кун пирки ялти клуба пухăннă çынсене Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши мăнаçлăн пĕлтерчĕ, Л.Семенована Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвне йышăннине çирĕплетекен билет тата ылтăн медаль парса чысларĕ. Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă май, вăлах çĕнĕ поэта Эмине ячĕллĕ наци премийĕпе те хавхалантарчĕ. Çак ятпа Людмила Алексеевнана ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Э.Кузьмин, район хаçачĕн корреспонденчĕ, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотека ĕçченĕсем тата ял-йыш ăшшăн саламларĕç. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăма ял савать. Вăл сăвăç та, аслă категориллĕ вĕрентекен те, юрă-ташă ăсти те тата виçĕ ача амăшĕ, кил-çурт ăшшине упракан… Эпир те ăна татах та çĕнĕ сăвăсем çырма, вулакансене савăк кăмăл кỹрсех тăма ăнăçу сунатпăр!
Г.Иванова.