19 марта 2014 г.
ИРТНĔ эрне вĕçĕнче Пăчăрлă Пашьелĕ-нчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем паллă музыкантпа тата юрăçпа, халăхăн музыка инструменчĕсене анлăн пропагандăлакан Солтан Шигановпа (Хусан хули) тĕл пулчĕç. Солтан Шиганов курайпа, тальянкăпа, тăватă тỹмеллĕ пĕчĕк купăспа, сăрнайпа тата ытти инструментпа ăста каланине вĕренекенсем ăмсанса та тĕлĕнсе итлерĕç. Вырăс, чăваш, тутар, мари кĕвви-юрри шкулта чылайччен янăрарĕ.
Н.УГАРИНА.