Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп кăмăллăскер

26 февраля 2014 г.

 Канаш тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕç пулнисем хушшинче Е.Гордеева та пур. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалĕнче фельдшера вĕренет. Катьăн тăван кĕтесĕ _ Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ. Кỹршĕ Пуянкасси ялĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Хальхи пурнăçра компьютерпа ĕçлеме пĕлни кирлине кура вăл Патăрьелĕнчи 7-мĕш номерлĕ професси училищине электрошутлав машинин операторĕн ĕçне алла илме шутланă. Çулталăкран ĕмĕтне пурнăçланă, дипломлă специалист пулса тăнă. Самар облаçĕнчи Тольятти хулинчи "Автоваз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче трактористра ĕçлекен Виктор ятлă пиччĕшĕ сĕннипе унта "Лада" маркăллă çăмăл автомобильсен механика пайĕсене пухакан слесаре вырнаçнă. Тĕнчипех паллă заводра виçĕ çул тăрăшнă. _ Манăн анне, Людмила Федоровна, стройкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ун пек пултаруллă штукатур-маляр таврара сайраччĕ. Вăл каланă тăрăх, амăшĕ ăна тухтăра вĕрентесшĕн пулнă. Анчах та аннеçĕм темшĕн медиксен ĕçне килĕштермен. Кукамайăн кăмăлне юраса сывлăх хуралĕн ĕçченĕ пулма тĕв турăм. Çакăншăн пĕртте ỹкĕнместĕп, _ терĕ Екатерина. Çăмăл пулман ăна пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытма хатĕрленмешкĕн. Уйрăмах биологипе. Çак предметăн учебникĕсен листисене васкамасăр, тепĕр хут аса илсе, мĕн вуланине тĕплĕн пуçа вырнаçтарса уçма тивнĕ. Çине тăни, ир пуçласа мĕн каçчен, хăш чухне çĕр каçа куç хупмасăр, кĕнекене алăран вĕçертмесĕр вĕренни ума лартнă тĕллеве çывхартсах пынă. 2011 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче канăçсăр чĕреллĕ пике шурă халат тăхăнса медицина колледжĕн вĕренỹ корпусĕн алăкне уçса кĕнĕ. Малтанхи кунранах Е.Гордеева хăйне пултаруллă, тăрăшуллă, ĕçчен, пĕлессишĕн хыпса çунакан, дисциплинăллă студент пулнине кăтартса панă. Вĕренỹре "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. "Сестричка", "Гигиенист" тата "Амăшлăх" кружоксенче тавра курăмлăхĕпе, чи лайăх калаçусем хатĕрленипе, тĕпчев ĕçĕ патне туртăннипе, професси хутпĕлỹлĕхĕллĕ пулнипе палăрнă. Студентсен колледжри, хулари вĕренỹ заведенийĕсен пĕрлехи, республикăри наукăпа практика конференцийĕсене, пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене, фестивальсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илнĕ. Екатерина обществăлла пурнăçра та хастар. Вăл _ вĕренỹ группин старости, колледжри студентсен ирĕк тытăмĕн председателĕ, общежитинчи студентсен канашĕн культурăпа масса секторĕн членĕ. Ырă кăмăллăскер пĕрле вĕренекенĕсене инкеке лексен пулăшма яланах хатĕр. Меропрятисене ертсе пырать, сценарисене хăех хатĕрлет. Спортпа та туслă Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ. Хулари, колледжри ăмăртусенчен пĕринчен те юлмасть. Уйрăмах Катя волейболла выляма юратать. Вăл _ Канашри хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин членĕ. Командăн çĕнтерĕвĕсенче унăн тỹпи те пур. Е.Гордеева колледжран вĕренсе тухсан кĕретсĕр йĕркепе вĕренсе психологи пĕлĕвне илес шутлă. Çирĕп кăмăллăскер, умне лартнă тĕллевне пурнăçлатех.

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика