26 февраля 2014 г.
Халăх хисеплекен пултаруллă çын, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăха сыхлас ĕçĕн отличникĕ Е.В.Долгова 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа тунти кун районти тĕп больницăра савăнăçлă пуху пулса иртрĕ, унта пĕрле ĕçлекенсем юбиляра чаплăн чысларĕç. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та килнĕ, вăл Елена Васильевнăна савăнăçлă лару-тăрура "Шăмăршă районĕн хисеплĕ-гражданинĕ" ята тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Çак кун чĕререн тухакан салам сăмахĕсем, чечек çыххисем нумай пулчĕç. Е.В.Долгована хĕрỹллĕн саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ çапла каларĕ: _ Эсир пирĕншĕн чи çутă çăлтăр пекех. Эсир хăвăрăн профессийĕре чĕре туртнипе суйласа илнĕ. Сирĕн умăрта, сире чунтан хисеплесе, район халăхĕ пуç таять!
С.ИВАНОВ.