26 февраля 2014 г.
Карапай Шăмăршăри хисеплĕ çынсенчен пĕри _ В.Петров ĕç ветеранĕ. Василий Никандрович хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ялти ят-сумлă çынсен йышне кĕнĕ. Ытти нумай-нумай тантăшĕсенни евĕрлех, Василийĕн ачалăхĕ çăмăлах пулман. 1934 çулта çуралнăскерĕн, вăрçă вăхăтĕ-нчи выçлăха та, тыл ĕçĕн йывăрлăхĕсене те сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче те пурнăç йывăр пулнă. 1948 çулта ялти 7 çул вĕренмелли шкултан "4"тата "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă яшăн, çемьери аслă ачан малалла пĕлỹ илме май килмен. Унăн çурма тăлăха юлнă хăйсен çемйине _ ашшĕ фронтра пуç хунă _ тăрантарма пулăшмалла пулнă. Амăшне çăмăлтарах пултăр, шăллĕпе йăмăкне вĕренме пулăшас тесе вун тăваттăри ача 1948 çулта тăван колхоз ферминче скотник пулса ĕçлеме тытăннă. Тепĕр виçĕ çултанах пултаруллă йĕкĕте колхозри виççĕмĕш бригадăна ертсе пыма шаннă. Василий Никандрович хăйне шанса панă уй-хир бригади ĕçре лайăх кăтартусемпе пытăр тесе нумай ĕçленĕ. 1960 çулта В.Петрова ферма заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Аш-какай туса илессине, сĕт сăвассине вăл коллективпа пĕрле хăйĕн сисĕмлĕ тỹпине хывнă. Василий Никандровичăн ĕç биографийĕ колхозри строительство бригадипе те çыхăннă. Ытти платниксемпе пĕрле хуçалăх валли çĕнĕ объектсем тăвас ĕçре хастар пулнă вăл. 1974 çулта В.Петрова колхозри пухура ревизи комиссийĕн членне суйланă. 1982 çулта вара çак комисси председателĕ пулма шаннă. Ку ĕçре вăл пенсие тухичченех ĕçленĕ. Ăçта ĕçлесен те Василий Никандрович хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çавна май ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе, район администрацийĕн, колхоз правленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесемпе чысланă. Мăшăрĕпе, Клавдия Ивановнăпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр), икĕ хĕрпе пĕр ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, специальноç илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ, Николай, строительство техникумне пĕтернĕ-скер, Курган хулинче ĕçлесе пурăнать. Çемьеллĕ. Оля Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика уйрăмĕ-нчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти шкулта учительте вăй хурать. Питĕ шел, Петровсен аслă хĕрĕ, Лида, йывăр чире пула 2005 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Василий Никандровичăн ватлăхне унăн ачи, Наташа мăнукĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕнче офицер должнăçĕ-нче вăй хураканскер, çăмăллăх кỹ- рсе тăрать. Çак кунсенче В.Петров шăпах 80 çул тултарчĕ. Ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем çумне хутшăнса, Василий Никандровича чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
А.АЛЕКСЕЕВА. Карапай Шăмăршă ялĕ.