22 марта 2014 г.
ÇАК ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсене ирттернин усси пурах çав. Çынсем Шупашкартан е районтан килнĕ яваплă ертỹçĕсене халăха уйрăмах хумхантаракан ыйтусене параççĕ, хуравне те тỹрех илеççĕ. Вырăнта татса пама май çук ыйтусене министерствăсемпе ведомствăсем контрольте тытаççĕ, вĕсем мĕнле пурнăçланни çинчен халăха çырупа е хаçат урлă пĕлтереççĕ. Информаци кунĕнче сỹтсе явакан ыйтусем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă юн кунхи тĕл пулура та тĕп темăсем çаксем пулчĕç: республикăн демографи аталанăвĕн тĕллевлĕ программи 2013 çулта мĕнле пурнăçланни; çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни; граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹленĕ чух патшалăх енчен социаллă пулăшу парасси; ялсенче пушар тухасран асăрхануллă пуласси тата тирпей-илемшĕн тăрăшасси. Республикăран килнĕ тата районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕ-сем ялсенче пулса ĕç коллективĕ-сенче калаçу ирттерчĕç, пурнăçри çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Республикăри информаци ушкăнĕн ертỹçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ П.С.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, строительство тата ЖКХ пайĕн ертỹçи В.Н. Никифоров, район прокурорĕн пулăшуçи А.Ю.Михайлов Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе, ялти вăтам шкулта тата психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Демографи лару-тăрăвĕ, республикипе илсен, 2013 çулта кăштах лайăхланни курăнать. Демографин ырă туртăмĕсене сыхласа хăварма Чăваш Енре хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе панă пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутĕнче регионти амăшĕн капиталĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем тата хушма тỹлевсем уйăрса панине асăнмалла. Йышăнакан мерăсене пула нумай ачаллă çемьесен шучĕ пĕр çулта кăна 10 процент чухлĕ ỹснĕ, вĕсенче виçĕ пине яхăн ача хутшăннă. 2013 çулта районта 207 ача çуралнă, ку кăтарту унчченхи çулхинчен 10 ача сахалрах. Шел те ача çуралассин шайĕ кăçал та савăнтараймасть. 2013 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче районта 26 ача е 2012 çулхи икĕ уйăхринчен 13 ача сахалрах çуралнă. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсем пирки каланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров 19530 гектар акса-лартса хăвармаллине палăртрĕ. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 11626 гектар, çĕр улми 1454 гектар, пахча çимĕç 132 гектар, техника культурисем 6148 гектар йышăнĕç. Çур акине ирттерме ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсене 385 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем, 2125 тонна вăрлăх, 780 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ. Вăрлăхсене кирлин 103,9 проценчĕ чухлĕ, минерал удобренийĕ-сене 14,4, дизель топливине 40,2, бензин 25 процент чухлĕ хатĕрленĕ. Тракторсен 86 проценчĕ, çĕр кăпкăлатакан-акакан техникăн 94,3 проценчĕ хире тухма хатĕр. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме района 25,3 миллион тенкĕ, çав шутра кредитсем 17 миллион тенкĕ кирлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ çур акине кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерессишĕн мĕнпур мерăсене йышăнмаллине палăртрĕ. Граждансен уйрăм категорийĕ-сене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹленĕ чух социаллă çăмăллăхсем парасси çинчен район хаçачĕ унччен те çырнăччĕ, çавăнпа та çак цифрăсене çеç асăнам: паян районта 1744 çын федераци, 1458 çын регион çăмăллăхĕсемпе усă курать. Информаци кунĕнче ялсенче вут-кăвар тухасран сыхă тăрасси, юр кайнă хыççăн тавралăха тирпей-илем кỹресси пирки те калаçрĕç. Çак сĕнỹсене çынсем ырласа йышăнчĕç. "Мăн куна хатĕрленнĕ май, ял ура- мĕсем, çурт умĕсемпе пĕчĕк пахчасем кинори пек тап-таса та илемлĕ пулĕç", _ шантарчĕç карапайшăмăршăсем. Çак сăмахсене районти кашни ялтах илтес килет. Тирпейлĕ пурăнни хамăршăнах лайăх вĕт-ха, ентешсем!
С.Иванов.