Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр - наци паркĕнче

22 марта 2014 г.

ЧЕРЕТЛĔ информаци кунĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕ-семпе тĕл пулчĕç. Вăрман ĕçченĕсене, паллах, çут çанталăк ыйтăвĕ хумхантарать. Калаçу шăпах çак темăпа ытларах пулчĕ темелле. Министр республикăри вăрман хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ырă улшăнусем пайтах иккен, çав вăхăтрах хăш-пĕр çитменлĕхсем те çук мар. Вăрмансене пăхса тăрас, вĕсене вут-кăвартан сыхлас тĕлĕшпе Чăваш Ен _ Раççейри регионсен малтанхи шутĕнче. Вăрмансене çĕнетес ĕç те начар мар пырать. Пушар пысăк инкек кỹ- ни каламасăрах паллă. Иван Васильевич наци паркĕнче вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçленипе те кăсăкланчĕ. Парк директорĕ Ю.Татарских çак ĕçе ăнăçлă йĕркеленĕ тенипе, юлашки темиçе çулта вăрманта пушар алхаснă тĕслĕхсем пулманнипе министр кăмăллă юлчĕ. И.Исаев министр Чăваш Республикинчи демографи лару-тăрăвĕ мĕнле шайра пулнипе те паллаштарчĕ, шухăша яракан цифрăсем илсе кăтартрĕ. Хальхи вăхăтри тепĕр çивĕч ыйту _ çĕрсене инвентаризаци тăвасси. Ку тĕлĕшпе те законодательтвăра хăш-пĕр улшăнусем пур. Министр çакăн çинче те чарăнса тăчĕ. Çуркунне çитнĕ май хăш-пĕр тăрăха шыв илес хăрушлăх пулма пултарать. Мĕнле майпа сирсе яма пулать-ха çак инкеке? Тĕп шухăш _ малтанах тĕплĕн хатĕрленмелле, гидросооруженисене пăхсах, тĕрĕслесех тăмалла, çакăншăн яваплă çынсене çирĕплетмелле. Тĕл пулура министр кăçалхи çур аки ыйтăвĕсем, ĕççине республикăра мĕнле хатĕрленни, патшалăх енчен еплерех пулăшу кĕтмелли пирки те каласа пачĕ. Паллах, экологирен те пăрăнса иртмерĕ Иван Васильевич. Çỹп-çап тăкмалли вырăнсен ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăнине те палăртрĕ вăл, ăпăр-тапăра вăрмана кайса тăкнине хыттăн сивлерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков районта пурăнакансене социаллă пулăшу, тĕрлĕ çăмăллăхсем парас ĕç мĕнле пыни пирки тĕплĕн паллаштарчĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика