26 февраля 2014 г.
2013 çулта электронлă регистратурăна 14534 пациент çырăннă. Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн, района 2013 çулта 561651 тенкĕлĕх 13 единица тĕрлĕ оборудовани илсе килнĕ. 2013 çулта тухтăрсен вăтам ĕç укçи 135 процент, вăтам медицина персоналĕн 115 процент, кĕçĕн медицина персоналĕн 188 процент ỹснĕ. Районта пĕтĕмĕшлĕ практикăн 6 тухтăрĕпе 12 медицина сестри ĕçлет. Вĕсем район çыннисен 80,5 проценчĕн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Кашни тухтăр вăтамран кунне 25 çынна йышăнать. Районта фельдшерсен 2 бригади талăкĕпех дежурствăра тăрать. 2013 çулта "васкавлă пулăшу" бригадисене 3202 хутчен чĕнсе илнĕ. 2013 çулта Шăмăршăри тĕп больницăра тĕрлĕ ỹсĕмри çитĕннĕ çынсем _ пурĕ 2658 çын (планпа пăхнин 98 проценчĕ) диспансеризаци иртнĕ. Районти тухтăрсенчен улттăшĕ чи аслă квалификаци категорине (20 процент), саккăрăшĕ пĕрремĕш квалификаци категорине (26,6 процент), иккĕшĕ иккĕмĕш квалификаци категорине илме тивĕçнĕ. 2013 çулта, "Земский доктор" программăпа килешỹллĕн, района 1 тухтăр _ стоматолог -терапевт ĕçлеме килнĕ.