Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу кăçал та витĕмлĕ

01 марта 2014 г.

 ЧĂВАШ Енри пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх кỹрекен пулăшу калăпăшĕ çулсерен ỹсет. 2006-2011 çулсенче çеç "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне тата 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарма палăртнă патшалăх программине пурнăçласа хушма хуçалăха аталантаракан 67,7 пин çемье 11,9 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Пулăшу илнисен 73 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх витине юсаса çĕнетнĕ, 19 проц. _ ял хуçалăх техники, 7 проц. выльăх туяннă, пĕр проценчĕ ытти тĕллевпе усă курнă. Февралĕн 20-мĕшĕнче РФ Правительствинче лару иртнĕ. Çĕр-шыври пĕчĕк хуçалăхсене пулăшмашкăн 4 млрд та 750 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрасси пирки сăмах пынă, çав шутран 540 млн _ Чăваш Енри хăйсен хуçалăхне тытса пыракансемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем валли. Çакă _ регионсене уйăрнă чи пысăк сумма.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика