22 марта 2014 г.
КУЛЬТУРА çулталăкне халалланă районти фестивале малалла тăсса, çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ тăван ял-йыша интереслĕ программăллă концертпа савăнтарчĕ. Программăна уçса хор Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсен кĕскетнĕ вариантлă композицине илемлĕн шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ _ Н.Медведева баянист). Кун хыççăн хор "Кала, хут купăс!" юрă юрласа пачĕ. В.Шумилов тата Н.Медведева солистсен лирикăлла юррисене те кăмăллăн йышăнчĕ тулли зал. А.Лукьяновапа Т.Деомидова дуэтпа "Зорька алая", Ю.Ермолаевпа Н.Медведева "Савниçĕм", И.Яковлева, Валентинăпа Надежда Медведевасем триопа "Закружился снег шальной" юрăсене хитрен шăрантарнине те палăртмалла. Шкулта вĕренекенсене сцена ăсталăхне хăнăхтарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кайран та, ỹссе çитĕ-нсен, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарĕç. Хĕрачасен вокал ансамблĕ залра ларакансене "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" тата "Я на камушке сижу" юрăсемпе килентерчĕ. Т.Степанова учительница ертсе пынипе ачасен ушкăнĕ улах ларнине интереслĕ кăтартса пачĕ. Э.Семенов кулăшла монолог вулани, В.Ивановпа В.Столяров купăспа чăваш кĕввисене калани, А.Нефедова хореограф ертсе пыракан ачасен ташă ушкăнĕ ташлани те питĕ килĕшрĕ куракансене. О.Тимофеева программăна кăмăла каймалла ертсе пычĕ. Концерт программине вĕçлесе, Г.Петькова ертсе пыракан "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ Çăварни уявĕн сыпăкне кăтартрĕ (аккомпаниаторĕсем _ В.Ивановпа В.Столяров купăсçăсем). Тĕпрен илсен, концерт программин пахалăхĕ иртнĕ çулхисенчен кая пулмарĕ. Концерта килнисем фойери куравра С.Сидорова, Е.Степанова, М.Петькова, А.Михайлова тата М.Сидорова тĕрленĕ-çыхнă ал ĕç ăсталăхĕн япалисемпе кăмăллăн паллашрĕç.
В.ЛЬВОВА.