22 марта 2014 г.
ШĂМĂРШĂРИ ачасен "Антонина" халăх ташă ушкăнне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Пултаруллă коллективсăр районти пĕр мероприяти те иртмест. Кунсăр пуçне вăл республикăри тĕрлĕ фестивальсенче те Дипломсене, Грамотăсене тивĕçет. Коллектива А.Нефедова Шăмăршăри культура керменне хореограф пулса ĕçлеме килсен, 1994 çулта, йĕркелесе янă. Çĕнĕ Чукал хĕрĕ, Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищин хореографи уйрăмне пĕтернĕ-скер, коллективпа професси ăсталăхĕпе ĕçлесе пынă. Ташăçăсен ăсталăхĕ çулран-çул ỹснĕ. Коллективра 4 ушкăн йĕркеленĕ (хатĕрленỹ, кĕçĕннисен, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсен). 1999 çул Антонина Васильевна ертсе пыракан коллектив историйĕнче хăйне евĕр паллă пулăмпа палăрса юлнă. Çак çул ташăçăсен ушкăнĕ республикăри хисеплĕ жюри умĕнче хăйĕн ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартса "халăх коллективĕ" ята тивĕçнĕ. Ачасем хăйсен ушкăнне "Антонина" ят пама йышăннă. 2001 çулта коллектив Чăваш халăхĕ Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕренпе 450 çул çитнине халалланă мероприятире интереслĕ хореографи композицийĕ кăтартнă. Республикăри жюри А.Нефедова ертсе пыракан коллективăн ташă ăсталăхне пысăк хак панă. 2003 çулта пирĕн ташăçăсем "Чăваш Ен çеçкисем" фестивальте лауреат Дипломне тивĕçнĕ. 2006 çулта "Антонина" республикăри "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивальте каллех лайăхпа палăрнă. Атăл çи федераллă округĕнче пĕчĕк Олимп вăййисем уçăлнине халалланă мероприятире "Антонинăна" Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Тав çырăвĕпе чыслани те _ пысăк хисеп. Республика кунĕнче Шупашкарта кăтартакан ташă композицийĕсене те жюри тата куракансем ырласа йышăнаççĕ. "Антонина" репертуарĕнче _ чăваш, вырăс, тутар халăх, хальхи çамрăксен эстрада ташшисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне Украина, Инди, Тухăç халăхĕ-сен, чикансен ташшисем те пур. Çавăн пекех вăл е ку кĕвĕ тăрăх сюжетлă ташăсем те шутласа кăларать Антонина Васильевна. Професси ăсталăхĕшĕн А.Нефедова хореограф Раççей Федерацийĕн Профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн, Чăваш Республикин культура министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра Антонина Васильевна коллективăн тăватă ушкăнĕпе те хĕрỹ репетицисем ирттерет. Коллектива йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалласа вăл апрелĕн 11-мĕшĕнче районти Культура аталанăвĕн центрĕнче пысăк концерт кăтартма шутлать. Пултаруллă коллектива тата унăн талантлă ертỹçине А.Нефедована творчествăра малашне те ăнăçу сунатпăр.
И.АНАНЬЕВ.