22 марта 2014 г.
"ÇЫН ĕмĕрĕ хăналăх кăна", - тенĕ ваттисем. Çак шутлă çулсене тирпейлĕ те сăпайлă, ăс-тăнпа тата вăй-хăватпа пурăнсаирттерсен, ватлăх кунăмăрта ỹкĕнмелле пулмĕччĕ. 2013 çулхи кăтартусем тăрăх, районта арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 63 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашнă. Раççейĕпе илсен вара арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 59,1 çул, хĕрарăмсен 73 çул шутланать. Пурнăç вăрăмăшне ытти çĕр-шывсемпе танлаштарса пăхсан, Раççей тĕнчере 129-мĕш вырăнта çеç. Акă Андоррăра арçынсем вăтамран 80,4, хĕрарăмсем 85,1, Японире 78,7 тата 85,6, Сингапурта 79,3 тата 84,7, Францире 77,7 тата 84,3, Австралире 77,8 тата 83,6, Канадăра 77 тата 83,9, Италире 77 тата 83,1, Норвегире 76,5 тата 83,3, СШАра 75,2 тата 81, Финляндире арçынсем 75,2, хĕрарăмсем 82,3 çул пурăнаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, пирĕн çĕр-шыврипе танлаштарсан уйрăмлăх самаях пысăк. Каллех хамăр района çаврăнса çитер-ха. 2013 çулта пурнăçран уйрăлса кайнисенчен 25,6 проценчĕ ĕçлеме пултаракан вăйпитти çынсем пулнă. Нумайăшĕ - çурри ытла - ĕçкĕпе иртĕхнĕ. 17 çын вара хăйсен пурнăçĕ çине хăйсемех алă çĕкленĕ - çакăнса вилнĕ. Ку вăл - питĕ пысăк цифра! Мĕншĕн, мĕн сăлтавпа çак ăссăрла утăма тунă-ха вĕсем? Пурнăçĕ çав таранччен хĕссе çитернĕ-ши, е эрех-сăмакун тыткăнĕнчен хăтăлаймасăр ăс-тăн енчен арпашăнма пуçланă-ши? Çын хăйне хăй вĕлернине наука чĕлхипе суицид теççĕ. Православи суицида чи пысăк çылăх тесе хаклать, мĕншĕн тесен çын çак пурнăçра çылăхĕсене каçараймасăр тỹрех хăрушă тамăка лекет иккен. Çын хăйĕн пурнăçĕ çине хăех алă çĕклесси патне мĕн илсе çитерет-ха? Православи чиркĕвĕ çак сăлтавсене асăнать: тĕнче тискерлĕхĕ, усаллăх нумаййи, сана никам та юратмасть тесе шутлани, çак пурнăçра сан валли телей çуккине ĕненни, хăвна ху вĕлерсе эсĕ леш тĕнчери çывăх çыннупа тĕл пулма ĕмĕтленни тата ытти те. Çак шухăшсем вилме шут тытнă çыннăн ăс-тăнне пăраласа кĕреççĕ, хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Кун пек чухне çийĕнчех врач-психиатр патне кайни пĕртен-пĕр çăлăнăç пулма пултарать. "Шуйттанĕ аташтарнă", - теççĕ хăй çине алă çĕкленĕ çын пирки халăхра. Çак "шуйттан" шутне эрех-сăмакун ĕçсе е наркотикпе усă курса ухмахланни те кĕрет. Ỹсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран çеç пулсан, вăл хăйĕн пурнăçне те ним вырăнне те хумасть ĕнтĕ. Психологсем пурнăçра яланах лайăххине асăрхама, мĕнле йывăр лару-тăрура та çĕр çинче пурнăçран хакли урăх нимĕн те çуккине ăнланма чĕнсе калаççĕ. Хăвна шеллеместĕн пулсан, ачусем, мăнукусем, çывăх тăванусем çинчен шухăшла. Эсĕ çав тери пысăк усал ĕç туни (суицида чиркỹ çапла çеç хаклать) вĕсен ырă ячĕсене те варалать вĕт-ха. Ĕлĕкрех çын çакăнса е чикĕнсе, шыва сиксе вилсен, чиркỹ унăн виллине масар çине те пытарттарман, масар тулашне йытă вилли пек кăна кайса чикнĕ. Тĕнчипех паллă врач, Нобель премийĕн лауреачĕ Алексис Каррель чун-чĕрере çав тери йывăр чухне Турра кĕл тума сĕннĕ. "Эпĕ нимĕнле терапи сиплевĕ те пулăшайман пациентсене сăнани çакна çирĕплетсе парать: вĕсем кĕл туса чунĕсене çăмăллăх кỹнипе сывалас шанăç çуралать, организм чир-чĕрпе вăйлăрах кĕрешме пуçлать". Ĕçлемесĕр ларни, хăвна ху мĕскĕне хуни, апати, çухалса кайни, дипресси - çаксем пурте хăвăн пурнăçна ним хака та хуманни патне илсе çитерме пултараççĕ. Пурнăçа юратмалла, çут тĕнче илемĕпе савăнмалла, ыранхи куна шанса пурăнмалла. Чунпа вăйсăр пулар мар, ятăмăра ярар мар, ахаль те хăналăх кăна панă ĕмĕрĕмĕре тивĕçлипе пурăнса ирттерер.
Ив.САЛАНДАЕВ.