Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: туберкулез!

22 марта 2014 г.

 МАРТĂН 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен пирĕн республикăра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли акци пырать. Мартăн 24-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Çак кун нимĕç ученăйĕ Роберт Кох Берлинта туберкулез чирне пуçарса яракан микроба тупса палăртнă. Тепĕр 100 çултан вара, 1982 çулта, Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешекен пĕрлешỹ йĕркеленĕ. Çак куна _ мартăн 24-мĕшне _ Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Эмблема валли вара шурă ромашкăна суйласа илнĕ. Раççейре туберкулезпа кĕрешмелли куна 1911 çулта пĕрремĕш хут паллă тунă. Чăваш Енре вара туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăх 2001 çултанпа пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр çинче 165 миллион çын туберкулез инфекцийĕпе çỹрет. 20 миллионĕ туберкулезпа чирлет. Туберкулеза пула кашни çул 3 миллиона яхăн çын вилет. Туберкулез _ питĕ вăраха тăсăлакан чир, вăл ерекен чирсен шутне кĕрет. Ăна пуçараканĕ _ Кох микробĕ. Чылай чухне вăл ỹпкене сиенлет. Спиртран та, кислотасенчен те, шартлама сивĕрен те хăрамасть. Тусан ăшĕнче 3 уйăх таран упранать, çĕр ăшĕнче, шывра, нỹрĕ пỹлĕмре _ çулталăкчен. 25 градус сивĕ- ре те 7 çул пурăнма пултарать. Çапах та Кох микробĕ кăшт вĕретсе илнине те чăтаймасть. Хĕвел ăна 2 сехет хушшинчех вĕлерме пултарать. Туберкулезпа чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле чир пуçаракан микробсене кунне 15-20 миллион таранах ирĕке кăларма пултарать. Ỹсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метр таран сирпĕнеççĕ, апчхулатнă чухне _ 9 метра. Пĕр чирлĕ çын çулталăк хушшинче 20 ытла çынна чир ертме пултарать. Туберкулез чирĕ вăраххăн аталанса пынă май, çын хăйне йывăррăн туять, ỹсĕрет, унăн апат анмасть, çĕрле тарлать, кăкăр ыратать, хăш-пĕр чухне вĕрилентерет. Туберкулез чирне пуçламăшĕн-чех тупса палăртма флюорографи, рентген меслечĕпе тĕрĕслени, çавăн пекех сурчăка микроскоп витĕр пăхни нумай пулăшаççĕ. Туберкулезпа мĕнле çынсем ытларах чирлеççĕ-ха? Вĕсем хушшинче ытларах ĕçкĕпе ашкăнакансем, табак туртакансем, тĕрмере ларнисем, тăтăшах вырăнтан вырăна куçса çỹрекенсем, çурт-йĕрсĕр çынсем. Туберкулез чирĕ уйрăмах 3 çула çитмен ачасемшĕн хăрушă. Ачасен пĕчĕк те сарлака сăмса шăтăкĕсем микробактерисемшĕн питĕ меллĕ. Туберкулезпа чирлĕ ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен те чирлеме пулать. Туберкулезпа чирлĕ ачасен паллисем кăшт уйрăмрах тăраççĕ. Çак чирĕн микробĕ ачан организмне сывлăшпа, апат-çимĕçпе лексен, вăл ăшра лимфа çулĕсем е юн тымарĕсем тăрăх сарăлать. Ачасем ку вăхăтра пуç, вар-хырăм, кăкăр ыратнипе аптăраççĕ, апат çиеймеççĕ, канлĕ çывăраймаççĕ. Ача шурăхать, часах ывăнать, температура хăпарать, тарлама пуçлать. Ача садĕнче, шкулта ачасене Манту реакцийĕпе рентген тишкерĕвĕ туни туберкулез чирне вăхăтра асăрхама, ăнăçлă сиплеме май парать. Енчен те врач тĕрĕслевĕ хыççăн туберкулез чирĕ палăрсан, çак чиртен ятарлă больницăра сипленмелле пулать. Сиплев курсĕ вăрăм _ 6-8 уйăх, йывăртарах формăсем чухне çулталăк çура таранах тăсăлать. Пирĕн районта та туберкулез чирĕпе чирлĕ çынсем пур. 2013 çулта районта 16 çын çак чирпе пĕрремĕш хут чирлени палăрнă. Вĕсенчен 13-шĕ _ арçынсем, 3-шĕ _ хĕрарăмсем.Чирлисенчен иккĕшĕ 15-17 çулхи яшсем. 16 çынран 3-шĕн шала кайнă туберкулез формине тупса палăртнă. Туберкулез _ хăрушă тата ерекен чир. Çавăнпах та район çыннисене пурне те çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтатпăр. Туберкулезпа кĕрĕшмелли уйăхлăх вăхăтĕнче _ мартăн 22, 29-мĕшĕсенче, апрелĕн 5, 12-мĕшĕсенче районти поликлиникăра уçă алăксен кунĕсем иртĕç. Çав кунсенче флюорографи кабинечĕ те ĕçлĕ. Çавăн пекех уçă алăк кунĕсем Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта та иртеççĕ (апрелĕн 5, 12-мĕшĕсенче). Çав кунсенче кирек кам та çак диспансерта тулли тĕрĕслев витĕр тухма пултарать. Районти врачсенчен направлени хучĕ те кирлĕ пулмасть, унсăрах йышăнаççĕ. Туберкулеза чир пуçламăшĕнчех сиплеме пуçлани питĕ вырăнлă. Аталанакан тата вăраха кайнă туберкулеза сиплеме чылай йывăртарах. Çакна пурин те асра тытмалла.

А.СЕМЕНОВА, врач-фтизиатр

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика