01 марта 2014 г.
Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн Васан ялĕнче районти йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Старта Васан, Кивĕ Шăмăршă ялĕсен, Пуянкасси ял тăрăхĕн тата спорт ветеранĕсем командисем тухрĕç. Çивĕч кĕрешỹре васансем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Пуянкасси командипе спорт ветеранĕсем. Призерсене пурне те Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Шупашкарта пурăнакан Шăмăршă çыннисен "Хĕрлĕ вăрман" ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ Радимир Егоров турнирăн чи лайăх тапăнса выляканне -Чăваш Енри пĕрлештернĕ волейбол командин члене Юрий Гордеева Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ ята илнĕшĕн ăшшăн саламларĕ. Ентешлĕх председателĕ, паллă эстрада юрăçи Светлана Яковлева та хăйĕн сăмахĕнче Шăмăршăсен çитĕнĕвĕсемпе чунтан савăннине палăртрĕ. Вăл волейбол вăййине çамрăксем хушшинче анлăн сарассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн Владимир Гордеева, Федор Егорова, Виталий Смаева, çавăн пекех турнир спонсорне Вячеслав Еремеева Тав çырăвĕпе тата ятне çырнă алă сехечĕпе чысларĕ.
Г.СМАЕВ.