Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наукăпа практика конференцийĕнче

01 марта 2014 г.

 "НАУКА. Пултарулăх. Аталану" - çак ятпа иртрĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта районти çамрăк ăсчахсен наукăпа практика конференцийĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 12 шкулпа Шăмăршăри ача-пăча искусствисен шкулĕнче вĕренекен 119 тĕпчевçĕ хутшăнчĕ. Конференци ĕçне 15 секцие пайласа йĕркелерĕç. Вĕренекенсем обществăпа гуманитари, техника, çамрăксен пултарулăхĕпе тĕпчевĕ номинацисенче тупăшрĕç. Пур ыйту çине те тĕплĕ хуравласа, 22 çамрăк участник çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Вĕсем республикăра иртекен "Excelsior" конкурса хутшăнĕç. "Наука. Пултарулăх. Аталану" наука конференцийĕн çĕнтерỹçисене район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн Грамотисемпе чыслĕç.

З.ГОЛОВИНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика