Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акма вăхăт çитсен

01 марта 2014 г.

 ПОМИДОР вăрлăхне сортлама малтан тăварлă шыва яраççĕ. Пушшисем çиеле тухаççĕ, вĕсене илсе пăрахмалла, тĕпне аннă вăрлăха икĕ-виçĕ хут тăрă шывра чỹхеççĕ. Вăрлăх хăвăрт шăттăр тесен ăна нỹрĕ татăкпа чĕркесе хумалла. Сăмах май, кишĕр вăрлăхне шывра пĕр-икĕ кун та тытма юрать. Çав вăхăтра шыва икĕ-виçĕ хутчен улăштармалла. Хатĕрлесе çитернĕ чухне чир-чĕр лекесрен сыхласси çинчен манмалла мар, çавăнпа чи малтан вăрлăха вĕрилентермелле (хĕвел çинче). Унсăрăн пуçне марганцовка шĕвекĕпе усă курма пулать. Марганцовкăн пĕр процентлă ирĕлчĕкĕнче (1 стакан шыва 2 грамм марганцовка ямалла) 15-20 минут тытмалла - çакăн хыççăн шыва ярса чỹхемелле. Çапла вара вăрлăх хатĕрлемелли йĕрке çакнашкал: сортламалла, ислентермелле, хăш-пĕр вăрлăха сăмсалантармалла, чир-чĕр ересрен сыхланмалли меслетсемпе усă курмалла -тин акмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика