Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи илемлĕ чечексем

01 марта 2014 г.

 ÇУЛТАЛĂКРИ пĕрремĕш çурхи уява кашни хĕрарăмах кĕтет-тĕр. Мартăн 8-мĕшĕ-çуркунне чĕрĕлнĕ тапхăр. Уяв умĕн районти ЗАГС пайĕнче пухăннă хĕрарăмсене те чечексемпех танлаштарас килчĕ: çулĕсем хушшинче расналăх пулсан та кашниех çамрăклăхри илеме сыхласа хăварнă-никама та ватă теес килмест. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.Игнатьева та, ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.Федорова та çакнах палăртрĕç. Уява чĕннĕ хăнасен хушшинче - тĕрлĕ професси çынни, кашниех ĕçĕнче пысăк тỹпе хывнă, теприсем халĕ те хастарлăх кăтартаççĕ. Карапай Шăмăршăри А.Амосованах илер-ха акă. 33 çул дояркăра ĕçленĕ вăл. Е.Угарина та "Восход" СХПКри хисеплĕ çын, тĕп зоотехник. Н.Иванова вара 35 çул район больницинче медицина сестри пулса ĕçлет. Кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă Пуянкассинче пурăнакан Г.Андреева та хыçа юлнă çулсем çине алă сулать çеç -ялти "Аххаяс" фольклор ушкăнĕн пĕр концерчĕ те унсăр иртмест. Уява килнисемшĕн, ахăртнех, чи хаклă парне -çурхи пĕрремĕш чечексем пулчĕç.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика