07 марта 2014 г.
КАШНИ çыннăн - хăйĕн шăпи. Пĕрисен пурнăç урапи ĕмĕрĕпех сулнăксемсĕр чупать, теприсен вара тăтăшах пăрнăçа лекет. Хăш- пĕрин пурнăç кĕнекин малтанхи страницисем ытла та йывăррăн çырăнаççĕ, каярахпа вара вĕсем йĕркеллех йĕрленсе пыраççĕ. Шăмăршăра пурăнакан библиотека ĕçĕн ветеранĕн В.Волкован пурнăçĕн шăпи те çавнашкал пулса тухнă. Валентина Солодовник (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1939 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Украинăра, Верхнее хулара çуралнă. Ашшĕ, Константин Петрович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Кил хуçин арăмĕ, Пелагея Мартыновна, виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнăскер, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман, хăйĕн ачисене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитĕн-терме тăрăшнă, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма ĕмĕтленнĕ. Эх, мăнтарăн хĕрарăм... Вăрçă пĕтсен, 1946 çулта, пурнăçа сыпăнтарса пынă тапхăрта йывăр чир мал ĕмĕтлĕ амăшне çап-çамрăклах пурнăçран уйăрса кайнă. Çиччĕри хăр-тăлăх хĕр пĕрчине, Вальăна, Калугăри ача çуртне вырнаçтарнă. Вăтам шкула "5" паллăсемпе пĕтерсен хĕр çăмăл промышленноç институтне кĕме ĕмĕтленнĕ, анчах унта пурăнма общежити пулманнине, хваттершĕн тỹлемеллине кура Валентина экзаменсем тытмасăрах каялла таврăннă. Калугăра вара ăна патшалăх пур енĕпе те тивĕçтерсе тăракан Чăваш Енре вырнаçнă Çĕрпỹри профтехучилищĕне вăренме кайма сĕннĕ. Хĕр килĕшнĕ. Çак училищĕре Валя çĕвĕç ăсталăхне хăнăхнă. 1959 çулта алла документ илсен ăна тантăшĕсемпе пĕрле Вăрнарти çĕвĕ цехне закройщицăра ĕçлеме янă. Ку паççулккăра илемлĕ те хаваслă хĕр агитбригада йышĕн- че юрланă, ташланă, сăвă вуланă. Пĕр концертра Вальăна статистика управленийĕн инспекторĕ В.Волков куç хывнă. Хĕр хăй те сăпайлă йĕкĕте, Вячеслава, килĕштернĕ. Пĕр çулталăкран каччăпа хĕр пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Кил хуçине, Вячеслав Кузьмича, пирĕн районти статистика управленийĕн начальникĕ пулма çирĕплетсен, 1961 çулта, Волковсен çемйи Шăмăрша куçса килнĕ. Валентина Константиновна кунта Йăла çуртĕнче (КБО) çĕвĕçре вăй хунă. Çав çулах, туслă çемьене савăнăç кỹрсе, çутă тĕнчене Таня килнĕ. Тата 4 çултан кил-йыша Сергей хутшăннă. Валентина Константиновнăн библиотекарь биографийĕ Шăмăршă вăтам шкулĕнчи библиотекăра пуçланнă. Çамрăк хĕрарăм ачасене кĕнекесемпе тивĕçтернисĕр, тĕрлĕ мероприятисем ирттернисĕр пуçне ĕç уро- кĕсенче хĕрачасене çĕвĕ ăсталăхне те вĕрентнĕ, концертсене хастар хутшăннă. Пĕрлех заочнăй майпа Çĕрпỹри библиотечнăй техникумра та вĕреннĕ. 1980 çултанпа В.Волкова районти тĕп библиотекăра ĕçленĕ. Методист пулнă-и вăл е пай заведующийĕпе библиограф-и _ шанса панă ĕçе тивĕçлĕ канăва кайичченех тĕплĕн пурнăçланă. Çавна май Валентина Константиновнăна коллективра та, вулакансем те хисепленĕ. Обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă вăл: чылай çул районти хĕрарăмсен канашне ăнăçлă ертсе пынă. Пархатарлă ĕçшĕн библиотекаре "Ĕç ветеранĕ" медальпе, Чăваш Республикин Культура министерствин, районти культура пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кăçал, мартăн 5-мĕшĕнче, Валентина Константиновна çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак ятпа Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин ĕçченĕ-сем В.Волкован портрет-каçне йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев Валентина Константиновнăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Хисеп грамоти тата хитре чечек çыххи парса чысларĕ. Культура ĕçченĕсем вара библиотека ĕçĕн ветеранне çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç.
И.АНАНЬЕВ.