26 марта 2014 г.
Чăваш Республикинче пурăнакан халăха малалла та физкультурăпа спортпа туслаштарас, унăн сывлăхне çирĕплетес, çемье сывлăхне лайăхлатмалли канăва йĕркелемелли çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртес, спортпа хутшăнмалли майсене лайăхлатас тата унпа туслашнин сумлăхне ỹстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп: 1. Сывлăхпа спорт кунне туса хурас тата ăна кашни уйăхрах ирттерес. 2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн календарь çулталăкĕ хушшинче ирттерекен сывлăхпа спорт кунĕсен датисене палăртмалла. 3. Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин: сывлăхпа спорт кунĕсене йĕркелесе ирттерес енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕле пĕтĕмĕшле ертсе пымалла тата йĕркелесе тăмалла: Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе тата вырăнти хăй тытăмлăх огранĕсемпе пĕрле физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе пурнăçлакан ĕçсене массăллă информаци хатĕрĕсенче тата "Интернет" информаципе телекоммуникаци сетĕнчи Чăваш Республикин влаç органĕсен Порталĕнчи хăйсен официаллă сайчĕсенче çутатассине тивĕçтермелле. 4. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, организацисене, вĕсен йĕркелỹ-право формине тата харпăрлăх формине пăхмасăр, сывлăхпа спорт кунĕсенче физкультура тата массăллă спорт мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерме, çавăн пекех Чăваш Республикинче пурăнакан халăха спорт сооруженийĕсене тата спорт объекчĕсене тỹлевсĕр уйăрса пама сĕнес. 5. Çак Указ официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.Шупашкар, 2014, март, 20, 34 №.