26 марта 2014 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕн уйрăмĕн, 42-мĕш пушар чаçĕн тата ВДПО уйрăмĕн сотрудникĕсем халăхпа тĕл пулса вут-кăварпа асăрхануллă пулас, пушара хирĕç кĕрешмелли мерăсене çирĕп пурнăçлас ыйтупа ăнлантару ĕçне ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере тĕрĕслевçĕсем Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пулчĕç, халăха пухса калаçрĕç. Пĕр кун хушшинче 18 хуçалăхра пулса пушара хирĕç кĕрешмелли мерăсем çинчен 38 çынпа инструктаж ирттернĕ, профилактика темипе пичетленĕ 52 памятка салатнă, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни çинчен административлă 3 протокол çырнă. Ялсене тухса рейд-тĕрĕслỹ ирттересси малалла пырать.
И.КРЫЛОВА, ВДПО районти уйрăмĕн председателĕ.