Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах

26 марта 2014 г.

"КАРЛИНСКАЯ" Агрофирма" ЗАОн техника картишне ирех çитрĕмĕр. Çĕрле шăнтманнипе, ура çумне пылчăк çыпçăнать. Механизаторсем резина атă тăхăннă та, аптăрамаççĕ, пирĕн пек пушмаклисенчен шỹтлесе те илчĕç. - Çăкăр пылчăк çинче çитĕнет, -  ăшшăн кулса калаçрĕ техника картишне килнĕ сакăр вун виççĕри А.А.Семенов. - Эпир ĕмĕрĕпех хура ĕçре те, пылчăк çăрма хăнăхнă. Анатолий Александрович, çирĕм çул ытла тивĕçлĕ канура пулин те, пĕрлешỹллĕ хуçалăхĕçĕнчен юлмасть-ха. Тырă вырнă чух йĕтем хуçинче тăрăшать, хĕл кунĕсенче ферма пурлăхĕшĕн яваплă. Ватă çын тăватă çын тесе ун пиркиех каланă пуль çав. Агрофирма ертỹçи Владимир Абсалямов та техника патĕнчех. "Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем хатĕрпе пĕрех", - терĕ Владимир Ильич. А.Гладков, В.Кузьмин, А.Кузьмин, С.Поляков механизаторсем сеялкăсемпе культиваторсене тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслесе тухаççĕ. Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та акакан агрегатпа А.Кузьмин ĕçлĕ. Сỹрелесе нỹрĕк тытнă тата çĕр хатĕрленĕ çĕрте В.Архипов, В.Андреев тата Г.Харитонов механизаторсем вăй хурĕç. Тракторсем юсавлă, вак- тĕвек кăлтăксене çеç пĕтермелле. В.Абсалямов кĕскен кăна çур аки планĕпе паллаштарчĕ. Çурхи культурăсене 550 гектар акмалла. Çав шутра тулă -200, урпа -200, сĕлĕ -50 гектар, ыттине хура тулпа вика йышăнĕç. Хальлĕхе çунтармалли-сĕр-мелли материалсемпе минерал удобренийĕсем çителĕксĕр-ха. Килĕшỹ тăрăх вĕсене турттарма пуçăннă. Çур акине "çĕр çăкăрĕсĕр" ирттересшĕн мар Владимир Ильич. Вăйлă тыр-пул çитĕнтерес тесен, çĕре пăхмалла, ун пулăхлăхне ỹстерсех пымалла. - Механизаторсене шанатăп, -терĕ агрофирма ертỹçи. -Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан çур акине йĕркеллех ирттерĕпĕр.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика