Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаткассем тухсассăн юрлама…

26 марта 2014 г.

 - Эх, лайăх та пулчĕ концерчĕ! Шупашкарти артистсем пекех!!! (Концерт хыççăнхи урамри калаçуран) ÇАПЛА, Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ Культура çулталăкне халалланă смотр-отчета пуян программăллă концерт хатĕрленĕ. Ялти Культура çуртĕнчи уяв хор юрланă "Салам, çуралнă çĕр!" юрăпа пуçланчĕ. Хор шăрантарнă "Раççей" юрă та чун-чĕрене хумхантарчĕ. Концерта кашăкçăсен ансамблĕ те, Зинаида Герасимова юрланă "Виçĕ кĕтес", "Çырма урлă юрă янăрарĕ", хĕрарăм учительсен ансамблĕ юрланă "Санăн мăшăру эп пулаймарăм", арçынсен ансамблĕ шăрантарнă "Хороши весной в саду цветочки" юрăсем те, "Чебурашка" ача садĕнче ĕçлекенсем лартса панă кулăшла сценкăсем те илемлетрĕç. "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ вара "Çăварни" композиципе пурне те савăнăç парнелерĕ. Концерт илемлĕ те асра юлмалла иртнинче А.Лукианова аккомпаниаторăн тỹпи те пысăк.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика