26 марта 2014 г.
ÇАК кунсенче район администрацийĕнче çамрăксен черетлĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ, каччăсемпе хĕрсем "Шăмăршă çамрăкĕсем тата вĕсен пуласлăхĕ: ĕнер, паян, ыран" темăна активлă сỹтсе яврĕç. Мероприяти "çавра сĕтел" хушшинчи калаçу меслечĕпе иртрĕ. Информаци кунĕн темипе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ Л.Гордеева, социаллă аталану пайĕн специалист-эксперчĕ С.Чегаева, ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ М.Ефимова, Шăмăршăри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ С.Головинский, Çамрăксен парламенчĕн председателĕн çумĕ Н.Богатнова сăмах илчĕç. "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, пухăннисем районта физкультурăпа спорт ĕçне вăйлатмаллине, урă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăламаллине палăртрĕç. "Район çамрăкĕсем республика шайĕнче те ырă ĕçсемпе çеç палăрса тăччĕр", - çапла чĕнсе каларĕç информаци кунне хутшăннисем.
Л.УГАРИНА.