26 марта 2014 г.
Кăçалхи 2 уйăхра айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекци учечĕ витĕр пурĕ 42 çын тухнă. Хальхи вăхăтра пирĕн инспекцире 30 çын учетра тăрать. Çав шутран 13-шĕ - условной срок илнисем, 5-шĕ - суд йышăннă вăхăтчен вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе палăртнисем, 4-шĕ - обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем, 3-шĕ - ĕçлесе юсанмалла, 5-шĕ - ирĕклĕх прависене чакармалла тунисем. Учетри граждансенчен чылайăшĕ суд йышăнăвне çирĕп пурнăçлама, тỹрĕ çул çине тухма тăрăшать. Шел, хăш-пĕрисем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ, административлă йĕркене пăсаççĕ, кашни 10 кунта инспекцири регистрацие йĕркеллĕ çỹремеççĕ. Йĕркене тĕрлĕ майпа пăснă май, кăçал учетри 5 çынна колоние ямалла тунă. Вĕсем суд шанăçне тỹрре кăларма тăрăшман. Çавăнпа та вĕсен суд малтан палăртнă срока йĕплĕ пралуклă çуртра ирттерме тивет. Кунсăр пуçне, административлă йĕркене пăснине тĕпе хурса, учетри 4 çын çине хушма тивĕçсем хунă е тĕрĕслев срокне тăсса панă. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансене хальхи электронлă аппаратурăпа усă курса тĕрĕслесе тăратпăр. 1974 çулта çуралнă арçыннăн ури çине электронлă браслет вырнаçтарнăччĕ. Анчах та вăл ăна, хăйне контрольте тытассинчен сыхланса, ỹсĕрле çĕçĕпе касса ывăтнă. Куншăн испекци учетĕнчи çыннăн явап тытмалла пулать. Материалсене суда тăратнă. Айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекцире учетра тăракансене пурне те хăйсене йĕркеллĕ тытма ыйтатпăр. Кун пек чухне айăплав срокĕ колоние каймасăрах йĕркеллĕ иртсе кайĕ.
А.АРХИПОВ, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекци начальникĕ, шалти служба подполковникĕ.