26 марта 2014 г.
РАЙОНТА кашни уйăхрах тĕрлĕ преступленисем пулса иртеççĕ. Паллах, тỹрех "вĕри йĕр" тăрăх кайса, преступление çийĕнчех уçса пани, тỹнтерле ĕç тăвакансене вырăнтах ярса тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Полици сотрудникĕсем талăкăн хуть хăш сехетĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та преступлени вырăнне тухса кайма хатĕр. Эпир граждансенчен преступленисемпе çыхăннă тĕрĕс информацисем кĕтетпĕр. Урăхларах каласан, çĕрле лавкка е уйрăм çыннăн пурлăхне çаратнине, ỹсĕр çын хулиганла ĕç тунине, ытти преступленисене асăрхасанах полицин дежурнăй чаçне 2-33-73 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр. Сотовăй телефонпа пулсан дежурнăй чаçе "020" номерпе пĕлтерме сĕнетпĕр. Полицин оперативлă шырав ушкăнĕ тỹрех преступлени вырăнне тухса кайĕ. Ят-шыва, кăмăл пулмасан, пĕлтермесен те пултаратăр. Пĕлтерес пулсан та, хăйсем ыйтсан, ят-хушамата вăрттăнлăхра хăварăпăр. Преступлени тăвакансене тытма, тỹнтерле пулăмсен çулне пỹлме тăрăшни, граждăнла çирĕп позици йышăнни - общество умĕнчи пархатарлă ĕç. Кун пирки манас марччĕ.
Р.ИДРИСОВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ,полици майорĕ.