26 марта 2014 г.
Альбина Антоновна Шамеева Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ачаранпах шкулта ачасене вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Шăмăршă шкулĕнче амăшĕ, Мария Васильевна Шамеева, кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Куккăшĕ те, Михаил Васильевич Ермошкин, çак шкултах хими учителĕ пулса ĕçленĕ. Амăшĕ киле тетрадьсем тĕрĕслеме илсе килсен, пĕчĕк Альбина вăл ĕçленине куç илми сăнаса пăхса ларма юратнă. Уйрăмах илемлĕ почеркпа тата тирпейлĕ çырнă тетрадьсем илĕртнĕ ăна. Амăшне ăмсанмаллипех ăмсаннă хĕрача: епле вăл çакнашкал вĕрентме пултарать-ха? 1963 çулта Шăмăршă шкулĕнче 8 класс ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, Альбина Шамеева та Канашри педагогика училищине çул тытнă. Унта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн, тинех вăл та учитель пулса тăнă. Çав çулах 19 çулхи çамрăк вĕрентекене Патирекри тулли мар вăтам шкула ĕçлеме янă. Çапла пуçланса каять Альбина Антоновнăн ĕç биографийĕ. 1969 çултанпа А.Шамеева тăван Шăмăршă шкулĕнче кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Çак пархатарлă ĕçре пысăк яваплăхпа, вăй-халне шеллемесĕр, чун-чĕрипе парăнса 31 çул тăрăшать вăл. Мĕн чухлĕ ачана çырма, вулама вĕрентнĕ çак хушăра! Чи пахи - Тăван çĕр-шыва юратма, çут-çанталăка упрама, пĕр-пĕринпе килĕш-терсе, туслă пурăнма ăс панă. Хулăм папкăсенче калаçу урокĕ валли хаçат-журналтан пуçтарса пынă статьясем. Хăнăхнă йăлапа халĕ те вĕрентỹ е воспитани енĕпе интереслĕ материалсем тупсан унтах хурса пырать. Халăх ăс-хакăлĕ-çке, ăна кам патне те пулсан çитермеллех! Çапла ăнланать чăн-чăн вĕрентекенĕн тивĕçне педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Альбина Антоновна вĕрентекен пулма тỹр килнишĕн питех те кăмăллă. Телейне çак ĕçре тупнă вăл. Ирсерен хаваспах шкула васканă, ачасемпе кунĕпе киленсех ĕçленĕ. Тăрăшни сая кайман. Кашни выпускранах - медалистсем. Вăл вĕрентнĕ ачасем халĕ пурте тенĕ пекех аслă пĕлỹллĕ. Кун çинчен вăл мана мăнаçлăн пĕлтерет. Кашни пĕчĕк вĕренекенĕ халĕ те куç умĕнчех. Паян кунчченех вĕсем ăшă чунлă, сăпайлă Альбина Антоновна чĕринче. Тĕрлĕ çулсенче шкул ачисен аталанăвне çырса пынă тетрадьне халĕ те упрать халăх çут ĕçĕн отличникĕ. Упрать çеç мар, вĕсен пурнăçри çитĕнĕвĕсене хушса çырса пырать. Хăй вĕрентнĕ кашни ачан çитĕнĕвĕ уншăн чăн-чăн савăнăç! - Тараватлă, ырă кăмăллă учителе ачасем питĕ юрататчĕç. Унăн ĕç кабинечĕ вĕренекенсемшĕн яланах тăван кил пекех ăшă та хăтлă пулнă, Альбина Антоновна вара класра пуриншĕн те амăшĕ вырăнĕнчеччĕ, - çапла кĕскен сăнласа пачĕ А.Шамеевана Шăмăршă шкулĕнче чылай вăхăт завуч пулса ĕçленĕ Е.Удочкина. - Ĕçченлĕхĕпе те палăрса тăратчĕ Альбина Антоновна, - калаçăва хутшăнать Н.Смирнова, унччен кĕçĕн класс учителĕсен кураторĕ пулнăскер. _ Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе çỹллĕ шайра ирттеретчĕ. Кăтарту пособийĕсем нумай хатĕрлетчĕ. Пур темăна та çăмăллатса ăнлантарма май тупатчĕ. Яланхи лăпкă сассипе уроксем хыççĕн юлса та йывăр ăнланакан ачасемпе пайтах ĕçлетчĕ. … Шамеевсен учитель династийĕ кăçал 310 çулпа танлашать. Ку цифра çулсерен ỹссех пырать. Шăмăршăри вăтам шкулта халĕ Альбина Антоновнăн хĕрĕ Марина Анатольевна вăй хурать. Вăл педагогика институтĕнчи художествăпа графика факультетĕн-чен вĕренсе тухнăранпах, 23 çул ĕнтĕ, ачасене ỹкерме тата ал ĕç тума вĕрентет. Ăçта йĕп чикет - куçа илĕртмелле илем пулса тăрать, ăçта унăн алли перĕнет - ума асамлăх тĕнчи тухса тăрать! 2011 çулта пултаруллă вĕрентекен республикăри "Çулталăкри учитель" конкурсра хутшăнса "Манăн професси - манăн шăпа" номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Çакăн пек талантлă учительсем Шамеевсен йышлă çемье династийĕнче. Вĕсен педагогика несĕлĕ малашне те йăхран йăха куçса пырасса шанас килет. Çапла пултăрччĕ!
Г.Иванова.