26 марта 2014 г.
ÇУРКУННЕ çывхарса килнĕ май утарçăсем çунатлă туссене тата тимлĕрех итлесе тăма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрхи çула илсен, юлашки 7 çул хушшинче ăнăçлă, лайăх пулчĕ. Вĕлле хурчĕсем усракансемшĕн ку, паллах, лайăх япала. Апла пулмасăр, килти хушма хуçалăха самаях пулăшу парать-çке-ха. Уйрăмах çăка йывăçĕ лайăх нектар кăларнипе палăрса тăчĕ. Опытлă утарçăсем пĕр вĕллерен 40-60 кг таран паха çăка пылĕ юхтарса илме пултарчĕç. Çăка çеçкене ларнă вăхăтра сăнаса тăракан вĕлле талăкра 7-8 кг таран хутшăнса пычĕ. Кун пирки пĕлтĕр- хи çуллахи хурт-хăмăрçăсен семинар-канашлăвĕнче тĕплĕн каласа панăччĕ. Паянхи куна, 2013-2014 çулсенче хĕл каçас енĕпе илсессĕн, вĕлле хурчĕсем аван пурăнаççĕ теме юрать. Уйрăм хушма хуçалăхсенче çеç 2-3 çемье выçăпа вилнине калаççĕ. Кун тĕп сăлтавĕ пĕлтĕр кĕркунне ноябрь-декабрь уйăхĕсем ытти çулсемпе танлаштарсан ăшăрах пулчĕç, вĕлле хурчĕсем çанталăк ăшă пулнипе çăмхана чăмăртанса час лармарĕç, çавна пула хĕл каçмалли апата ытларах çирĕç. Кĕркунне хĕл каçма ревизи август вĕçĕнче е сентябрь пуçламăшĕнче тăватпăр. Ун чухне хĕл каçма апачĕ çитет тесе шута илме пултарайман пирки, çуркунне çитиччен выçăпа вилме пултараççĕ. Çакна та шута илмелле: карпатски ăрат среднерусскипе танлаштарсан 2-4 кг таран апат хĕл каçиччен нумайрах çиет. Çавăнпа та утарçăсене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Канди парса пулăшма манса каяс марччĕ. Вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тусан канди пыльцапа парсан питĕ аван. Каярах вара инвертлă шерпет памалла, ковитсан препарат хушни авантарах, мĕншĕн тесен амана çăвăр нумайрах сапма пулăшать. Маларах çырнăччĕ ĕнтĕ кăçалхи çул вĕлле хурчĕсем аван хĕл каçрĕç. Ку, паллах, кăçал та пĕлтĕрхи пек лайăх пыл илме шанăç парать. Çуркунне вĕллесене лайăх тасатса е урăх вĕллесене куçарнă хыççăн электричество майĕпе ăшăтмалли меслетпе усă курсан кашни вĕллерен пыл илесси икĕ хут таран ỹсме пултарать. Кун пирки мартăн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Культура çуртĕнче пулакан семинар-канашлура калаçăпăр. Çавăн пекех семинар-канашлăва Рязань облаçĕнче Рыбное хулинче вырнаçнă хурт-хăмăр академийĕнчен лекци вулама килме палăртнă. Сире, утарçăсене кăсăклантаракан ыйтусем çине вĕсем татăклă хуравсем парĕç. Халĕччен районта иртекен хурт-хăмăрçăсен канашлăвне çĕр-шыври хурт-хăмăр академийĕнчен хутшăнни пулман-ха. Канашлу 10 сехетре пуçланать, пурне те активлă хутшăнма чĕнетпĕр. Н.ПИРОЖКОВ, Кăнтăр районсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă,ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ылтăн туй пулать вăл пĕрре... ТĔЛĔНМЕЛЛЕ илемлĕ уяв вăл - Ылтăн туй! Пĕр-пĕрне юратса, кăвакарчăнсем пек килĕштерсе 50 çул пурăнакансене - чыс та мухтав! Шăпах мухтав сăмахне тивĕç те ĕнтĕ Васан ялĕнче пурăнакан Валериян Фотичпа Роза Григорьевна Терентьевсем. Ял-йышра хисеплĕ çемье пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, мăшăр çунат парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çурт лартнă, сад ĕрчетнĕ. Ватăсене савăнтарса вунă мăнукĕпе мăнукĕсен икĕ ачи çитĕнет. Юбилярсене Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин, çывăх тăванĕсем чун-чĕререн саламларĕç. Эпир те сире, хаклă Валериян Фотичпа Роза Григорьевна Ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр!
Р.СМАЕВА, ĕç ветеранĕ.