Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 37 çул пĕр ĕçре

07 марта 2014 г.

 КУНТА сăмах Пăчăрлă Пашьелĕнчи суту-илỹ магазинĕнче ĕçлекен Елизавета Ивановна Молофеева (Тутаева) çинчен пырать. Унăн ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке çеç - 1977 çулта ĕçе пуçăнни. Маларах Лиза училищĕре бухгалтер курсне пĕтернĕ, кайран куçăмсăр майпа Шупашкарти коопераци техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Алла диплом илни татах тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнă. Ĕçне кура вăл "Потребкоопераци отличникĕ", "Потребкоопераци ветеранĕ", "Потребкоопераци тытăмĕнче 30 çул ĕçленĕшĕн" паллăсене, 2012 çулта "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Йышлă çемьере ỹснĕ Лиза, вĕсен 7 ача пулнă. Халĕ пурте тĕрлĕ çĕре саланнă, ялта Галя йăмăкĕ çеç пурăнать. Ашшĕ çамрăклах тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Амăшĕ 2009 çулта вилчĕ. Татяакка теттĕмĕр ăна ялта. Çичĕ ачапа тăрса юлнăскер, ĕне кỹлсе вут-шанкă турттарнă, колхозра та уйăрса панă пайсене ĕçлемелле. Кайран, ачисем çитĕнсен, çăмăлтарах пулнă. Лиза та, ỹссе çитĕнсен, ялти каччăпа -  Геннадий Ефимович Молофеевпа пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем килĕштерсе пурăнса 3 ача çут тĕнчене парнеленĕ, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Таня ялти шкулта учительница, Алена Шупашкарта менеджер, ывăлĕ Ефим Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеççĕ. Ефим педуниверситетра вĕреннĕ чух Президент стипендине илсе тăнă. Килĕнче те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: ĕне, пушмак пăру, сысна, чăх-чĕп. Утă-улăм та хатĕрлеççĕ, хирте çĕр пайĕ пур, амăшĕн пахчи те тупăш парать. Елизавета Ивановна хăйне телейлĕ хĕрарăм тесе çирĕппĕнех калама пултарать. Çумра -  юратнă мăшăр, икĕ хĕрпе пĕр ывăл, мăнукĕсем тата кăмăлланă ĕç. Тавар туянакансене ырăпа кĕтсе, ырăпа ăсатса ярать.

И.МОСКАЛЕВ, ĕç ветеранĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика