07 марта 2014 г.
ÇЕМЬЕПЕ çыхăннă уяв чылай халĕ. Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çемье кунне палăртатпăр. Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ пулĕ. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" тата "Ашшĕ-амăш мухтавĕн орденĕпе" чыслаççĕ. ЗАГС ĕçченĕсем "кĕмĕл", "ылтăн" мăшăрсене хавхалантарма уяв каçĕсем йĕркелеççĕ, тепĕр хутчен туй тăвакан та пур. Çапла, праçникĕ, шăв-шавĕ нумай. Анчах уйрăлакан пур пĕр чылаййи пăшăрхантарать. Чăн-чăн килĕшỹ çук арçынпа хĕрарăм хушшинче. Тепĕр чухне мана хальхи çемьесем пысăк хăмпăсем пек туйăнаççĕ. Хавшак та черченкĕ. Чылай чухне çын сăмахĕ тата йывăрлăх аркатать "пĕчĕк патшалăха". Хăшĕ-пĕри пĕр-ик çултанах уйрăлать. Теприсем вара, юрату çук пулин те, çаплипех пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне кулянтарас мар, юлташсен, ĕçтешсен умĕнче аван мар тесе çемье пек курăнма тăрăшаççĕ. Улталанине пĕлекенсем те татăклă утăм тумаççĕ. Чунпа та, кăмăлпа та пĕрешкел çын (Турă пỹрни ĕнтĕ) тупăнни питĕ сайра. Çынсем тĕрлĕ çемьере çитĕнеççĕ. Кашнин тĕнчи, тавра курăмĕ урăхла. Çавăнпа ĕлĕк евчĕсем пулнă. Пĕр енчен аван та вăл. Паян шкулта ачасене темĕнле предмета та вĕрентеççĕ. Анчах çемье пурнăçĕпе çыхăнни, шел те çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче "Çемье пурнăçĕн этикипе психологийĕ" предмет пурччĕ. Питĕ килĕшетчĕ вăл пире. Вĕрентекене урокра вун-вун ыйту параттăмăр. Темĕн те кăсăклантаратчĕ пире. "Ултава каçармалла-и? Çие юласран епле сыхланмалла? Çемьере камăн хуçа пулмалла?" тата ытти те. Халăхра: "Хĕрарăм Турри - арçын", - тенине илтме пулать. Ку каларăшпа пĕрре те килĕшес килмест. Шел те, вĕсем Турăпа танлашма тивĕç мар.
Р. ИВАНОВА.